«Тĕрлĕ халăх апат-çимĕçĕ» тата «Ачасен ал ĕçĕсем» курав

«Тĕрлĕ халăх апат-çимĕçĕ» тата «Ачасен ал ĕçĕсем» курав

Чǎваш халǎхĕ мĕн авалтанах хǎнасене тарават кĕтсе илнĕ. Хуçасен сĕтелĕ ялан тутлǎ апат-çимĕçпе авǎнса тǎнǎ. Мĕн кǎна пулман пулĕ чǎвашсен сĕтелĕ çинче: шǎрттанĕ, хуплǎвĕ,  кукǎлĕ, чǎкǎчĕ...Лавккаран илнĕ çимĕç мар, килте хатĕрленĕ апат -çимĕç илем кÿнĕ чǎваш сĕтелне. Тен, çавǎнпах та пулĕ, ача-пǎча та сывлǎхлǎ çитĕннĕ ун чухне.

   Шел пулин те, паянхи кун тĕлне нумай чǎваш апачĕ манǎçа тухнǎ.  Хǎш-пĕр чǎваш апат-çимĕçĕ çинчен вара эпир асаттесемпе асаннесем каласа панǎ тǎрǎх çеç пĕлетпĕр.

   Ака уйǎхĕн 22-мĕшĕнче Раҫҫей Геройĕ Н.А.Петров ячĕллĕ Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулта «Тĕрлĕ халăх апат-çимĕçĕ» тата «Ачасен ал  ĕçĕсем» курав уçǎлчĕ. 5-9 классенче вĕренекенсем ятарласа курав валли хǎйсем пĕçернĕ тĕрлĕ çимĕçсене илсе килчĕç. Икерчĕ те , кукǎль та, капǎртма та, йǎвача та пур кунта. Тĕрлĕ халăх апат-ҫимĕҫне курма пулать. Чǎваш ĕлĕкренех аякран килекен хǎнана е çĕнĕ çынсене çǎкǎр-тǎварпа кĕтсе илнĕ. Ятарласа çав çǎкǎра пĕçерме те ÿркенмен вĕренекенсем. Паллах, кунта ашшĕ-амǎшĕн пулǎшǎвĕсĕр пулман ĕнтĕ.

   Аслǎ классенче вĕренекенсем вара курава хǎйсен аллисемпе тăмран ǎсталанǎ  чăваш пуканийĕсемпе илемлетрĕҫ. Аякранах куçа илĕртеççĕ вĕсем.

  Чǎваш мĕн авалтан ĕçчен те пултаруллǎ халǎх шутланнǎ. Апла пулсан, малашне те   ята ярас мар. Асатте-асаннесенчен вĕренмелли пирĕн питĕ нумай. Хамǎр халǎхǎн йǎли-йĕркисене манǎçа кǎларас марччĕ.