«Йăва» вырăс халăх юмахĕ тăрăх хайланă уяв сценарийĕ

«Йăва» вырăс халăх юмахĕ тăрăх хайланă  уяв сценарийĕ

Ӗҫе пурнӑҫлаканĕ: Казначеева Ольга Трофимовна, Аслӑ Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вӑтам шкул учителĕ 

Тĕллевсем:

- ачасене «Йăва» вырăс халăх юмахĕ тăрăх ҫĕнĕлле хайланă юмахпа паллаштарасси;

-  юлташсене ырă тума, пĕр –пĕрне пулăшма вĕрентесси;

- сăвă-юрă урлă чăваш чĕлхине юратма, аслисене хисеплеме, сăпайлăха хăнăхтарасси;

-  уявра савăнăçлă, хавас туйăма ÿстересси.

Автор:

Пурăннă тет асаттепе асанне. Асанне аннесен уявĕ ячĕпе йăва пĕçернĕ, мăнукĕсене кĕтме хатĕрленет. Таврана тутлă шăршă сарăлнă. Йăва хаваслă юрă çеммипе ташласа çÿрет, наушник тăхăннă. Чăваш халăх юрри «Кукаçипе куками» юрă янăрать.  Пÿрт умĕнче асаттепе асанне хăма савалаççĕ.

Ырă шăрша туйса мулкач килет.

Мулкач:

- Ай, епле тутлă шăршă сарăлнă, хырăм выçса кайнăччĕ…

(Хаваслă кĕвĕ янăрать, йăва ташласа çÿрет.)

Мулкач:

Епле, йăва, эс хитре,

Капăр туму тыткăнлать,

Хырăм выççи кастарать,

Саншăн пыр ман ярăнать.

Йăва:

 Ырă шăршă сарăлать,

Капăр тумпа савăнап.

Санăн хырăм выççине

Ирттерĕпĕр, ан кулян.

Хĕр ачасем «Чечек вальсĕ» (П.Чайковский) ташлаççĕ.

Мулкач:

 Йăва тусăм, ан çилен,

Хырăм выççи анратрĕ…

Çăмăл пурнăç шырамăп,

Хăварсам хăв ушкăнта.

Йăва:

 Манра чару çук пачах,

Пулсам туслă ушкăнра.

 

(Хитре юрă янăрать. Йывăçсем хушшинчен кашкăр тухать).

Кашкăр:

У-у, тутлă шăршă таврана сарăлнă (хырăмне шăлкаласа),

кăнтăр апачĕ пулать мана! (Йăвана курать)

У-у, йăва,

Епле эсĕ пит хитре,

Капăр туму тыткăнлать,

Хырăм выççи кастарать,

Саншăн пыр ман ярăнать

Йăва:

Ырă шăршă сарăлать,

Капăр тумпа савăнап.

Санăн хырăм выççине

Ирттерĕпĕр, ан кулян.

Пĕр йăва мар, иккĕшпех

Тутантарăп туххăмрах.

(Пÿртрен асатте тухать, сунара кайма пуçтарăннă, çурăм хыçĕнче пăшал курă

нать.)

Асатте:

Сăрă тусăм, кашаман,

Тутансам ман парнене… (пăшалне çурăм хыçĕнчен илет)

Кашкăр:

 Шеллесемĕрччĕ мана,

Каçарсамăр, тупата.

Йăнăша эп хам туяп,

Тытрăм хама кăнттамла.

Ирĕк парăр хăвăрпа

Юрлама та ташлама.

(Ачасем çавра ушкăна тăраççĕ)

Юрă «Анне» (кӗвви С. Никитинӑн, сӑвви Ю. Сементерĕн)

 

(Хитре юрă янăрать. Тĕмсем хушшинчен утаман тухать.)

Упа:

Эпĕ упа-утаман,

 Ик урапа утакан,

Вăрманта пурăнакан,

Тутлă шăрша туякан.

Упа:

 У-у, тутлă шăршă таврана сарăлнă (тути-çăварне шăлкаласа),

Кăнтăр апачĕ пулать мана! (йăвана курать)

У-у, йăва,

Епле эсĕ пит хитре,

Капăр туму тыткăнлать,

Хырăм выççи кастарать,

Саншăн пыр ман ярăнать

Йăва:

Ырă шăршă сарăлать,

Капăр тумпа савăнап.

Санăн хырăм выççине

Ирттерĕпĕр, ан кулян.

Тутансам, эс, утаман

Чĕре сури – сар пылне.

Ташă «Пыл хурчĕсен ташши»

Упа:

Тек усал шутпа çÿремĕп,

Каçарсамăр, юлташсем,

Ирĕк парăр пурăнма

Сирĕн йышлă ушкăнра.

Йăва:

Манра чару çук пачах,

Пулсам йышлă ушкăнра.

 

(Хитре юрă янăрать. Йывăçсем хушшинчен тилĕ йăпшăнса тухать. Чĕлхине çулакалать, пĕр çаврăм ташласа илет. Йăвана асăрхать.)

Тилĕ:

 Ырă кун пултăр, йăва тусăм.

Йăва:

 Ырă кун пултăр, тилĕ тус.

Тилĕ:

 Тĕлĕнмелле ырă кун: юрлас, ташлас килет.

Йăва:

Юрлар, тилĕ тус, юрлама тус-юлташсене чĕнер. (Ачасем çурма çавракана тăраççĕ)

Юрă.  «Хорошо рядом с мамой». (сăм.Т.Волгинан, кĕвви А. Филиппенкăн)

Тилĕ:

 Хитре сассу тыткăнлать,

Писев сăну илĕртет,

Куçăм тарнă – пĕтерет.

Çывăхарах эс пырсам,

Сăмса çине эс ларсам,

Тепрер çаврăм юрласам…

(Пусма айĕнчен икĕ йытă чупса тухать, тилĕ тĕм айне чăмать. Йытăсем тилле тытса килеççĕ.)

Тилĕ:

Чеелентĕм, каçарăр,

Усал тумăп тек нихçан.

Йышăнсамăр ушкăна

Пĕрле туслă пурăнма.

Йăва:

 Мĕнех, пирте чару пачах çук,

Туслă пĕрле пурăнар,

Юрлар, ташлар, савăнар,   

Пĕрне-пĕри хисеплер.

Ташӑ: «Туслӑх ташши»

ПУРТЕ: Пирĕн туслăх пытăр ĕмĕре!!!  

 

   Хушӑм

 

Хорошо рядом с мамой

(сăм.Т.Волгинан, кĕвви А. Филиппенкăн)

Вечереет и луна взошла.

Мама лампу на столе зажгла.

Мы сидим в тишине,

И читает мама мне.

Мы сидим в тишине,

И читает мама мне.

 

Мы читаем про лесных зверят,

Про веселых озорных зайчат.

Маме я улыбнусь,

Как зайчонок к ней прижмусь.

Маме я улыбнусь,

Как зайчонок к ней прижмусь.

хорошо вместе с ней,

с милой мамочкой моей

хорошо вместе с ней,

с милой мамочкой моей

 

Мы читаем про лесных зверят,

Про веселых озорных зайчат.

Хорошо рядом с ней,

С милой мамочкой моей.

Хорошо рядом с ней,

С милой мамочкой моей.

 

Скажет мама - за окном темно,

Все зайчата спят уже давно.

Маме я улыбнусь,

Как зайчонок к ней прижмусь.

Маме я улыбнусь,

Как зайчонок к ней прижмусь.