Автор: Мясникова О.Н., учитель МБОУ "Кильдюшевская СОШ Яльчикского муниципального округа"
«Ашшӗ-амăшӗ
ачисен юнтармăшӗсене тивӗҫтерсе тата пӗчӗклех иртӗхтерсе вӗсенчи ҫут ҫанталăк
панă пултарулăха пăчлантараҫҫӗ, кайран вара хăйсемех наркăмăшлатнă ҫăлкуҫ шывӗ
йӳҫек тутă каланинчен тӗленеҫҫӗ», - тенӗ Джон Локх акăлчан педагогӗ тата
философӗ. Паллах, юратнă ывăл-хӗре ачашлас, хитре тумлантарас, мӗн ыйтнине илсе
парас килет. Паянхи кун чылай ачан аллинче чаплăран та чаплă, хаклă йышши
телефон, планшет курма пулать. Паллах ҫакна ашшӗ-амăшӗ илсе парать. Мӗн тăвать ача ҫак хатӗрсемпе, ăҫта усă
курать? Кирлех-и ачасене шкулта телефон? Кансӗрлемест-ши урокра?... Кун ҫинчен
шухăшламаспăр те теен. Шел, кӗсье телефонӗсем, Интернетри кирлӗ-кирлӗ мар
сайтсем ачасене питех те нумай урăхлатрӗҫ ҫав. Капла мӗн патне килсе
тухатпăр-ха?
Тен, айăп
хамăрта? Ҫак ҫивӗч ыйту нумай вӗрентекене, вӗренекене, ашшӗ-амăшне пырса тивет.
Ачасем юлашки вăхăтра сахал вулама тытăнчӗҫ. Кирек хăш предметпа та ҫаплах.
Уроксенче тимлӗх ҫухалса пырать. Тăхтава тухнă-тухман алла е планшет, е кӗсье
телефонӗ тытаҫҫӗ те пачах урăх тӗнчене кӗрсе каяҫҫӗ. Мӗн шыраҫҫӗ унта вӗсем?
Мӗн ҫыраҫҫӗ – пӗр хăйсем кăна пӗлеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть акă урок вăхăтӗнче пӗр-пӗринпе «Вконтакте» социаллă сеть урлă
ҫырăнса ларнине пӗлтӗмӗр. Хăйсем ҫине пăхсан калаймăн та, ҫак ача ҫапла начар
сăмахсемпе калаҫма пултарать тесе. Мӗн ҫеҫ ҫырмаҫҫӗ! Хирӗҫеҫ, тавлашаҫ,
пӗр-пӗрне хăратаҫ тата. Никамта вулаймасть теҫҫӗ-ши? Апла мар, вăрттăнлăха та
пӗлме пулать.
Ашшӗ-амăшӗн укҫа
ҫитмест тетпӗр тепӗр чухне. Пур йывăр лару-тăрăва лекнисем. Анчах ҫав вăхăтрах
ҫав хисеплӗ ҫынсен ачисемех урампа утса пыраҫҫӗ. Аллинче каллех планшет е
телефон. Мӗн чухлӗ укҫа тăкакланине, сиенне тата ҫак хатӗрсем серепине ҫакланни пирки
шухăшлать-ши вăл? Пӳрте кӗрсен тата
компьютер умне ларать ҫак ача. Унта тӗрлӗ вăйăсем, социаллă сетьсем… усăллине
илекенни сахал пуль. Вăййисенче те пӗр-пӗрне пемелле, вӗлермелле… тата футбол
е хоккей вăййисене те интернет урлӗ выляҫҫӗ вӗсем. Уҫă сывлăшра вылясан аванрах
мар-ши…
Пирӗн ачасем
чирлесе кайнине ăнланатпăр-ши эпир? Ҫӗнӗ чир, инфекции чирӗ мар, анчах та
эпидеми хăвăртлăхӗпе сарăлакан чир. «Компьютера пăхăнни», вырăсла «компьютерная
зависимость» тени пулать. Ҫак чир, кам икӗ сехетрен ытларах компьютер, телефон
умӗнче, урăхла каласан - гаджетсемпе усăсăр вăхăта ирттерсе ларать, ҫавсене
лекет.
Ăҫтан пӗлме пулать ҫак чире? Ҫын тулашать хăйне компьютер умӗнчен
уйăрнăшăн, интернетшăн укҫа тӳлемесен тарăхать. Вăйăсенче пӗр уровеньрен теприн
ҫине ҫăмăллăнах куҫса пынăшăн савăнать, юлташсемпе те ҫакăн ҫинчен калаҫать.
Ҫӗрле ҫывăрмасăр вăхăтне интернетра ирттерет пулса тата ытти те.
Акă пӗр психолог
мӗнле тӗпчев ирттернине каласа кăтартап. 60 ҫынна 8 сехетлӗхе хăйӗн пӳлӗмӗнче
радио, телевизор, телефон, интернетсăр ирттерме сӗнет. Кӗнеке вулама,
шашкă-шахмат вăййисене выляма ирӗк парать. Ҫавăн пекех хăйсене мӗнле туйнине
ҫырса пыма та юранă. Миҫе ҫын чăтайнă тетӗр? Икӗ ҫын! Ыттисем ҫур сехетренех
тухма тытăннă, хăшӗсем 3 сехет тăрайнă. Чи интересли мӗн тетӗр, ҫак 60 ҫын пӳлӗмрен
тухнă хыҫҫăн тӳрех интернета кӗнӗ. Хăйсене ҫак пӳлӗмре мӗнле туйнине пӗр-пӗрне
каласа кăтартма. Килтисене, юлташсене, пӗлӗшсене сăмахпа каласа пама мар, интернет урлă ҫырса калаҫма.
Вăт, мӗн патне
ҫитетпӗр эпир! Пӗр-пӗринпе калаҫма пӗлмӗҫ малашне пирӗн ачасем. Виртуаллă
калаҫу тетпӗр кăна. Кунта пирӗн ашшӗ-амăшӗсен те айăп пысăк: ачапа вăхăта сахал
ирттеретпӗр, калаҫмаспăр. Социаллӗ сетьсенче ача хăйӗн ăшри туйăмӗсене
щăмăллăнах пӗтӗм ҫын курмалла ҫырса хума пултарать. Мӗншӗн хӗре е каччăна
юратнине ашшӗ-амăшӗн пӗлмелле мар малтан? Ача пурте курмалла ЛЮБЛЮ тесе щырать.
Е тата ытти те.
Ачан сывлăхӗ те
хавшать: ҫывăрайми пулать, ялан пуҫ ыратать, ҫурăм шăмми авăнать, апат ҫиес
режим пăсăлать. Тата тăтăш компьютер умӗнче ларсан куҫсем ывăнаҫҫӗ, хӗрелсе шыҫăнма
пултараҫҫӗ.Хăй патне ҫав тери илӗртекен техника ҫамрăкăн аталанса ҫитеймен
организмне тата уйрăмах куҫне самаях пысăк витӗм кӳрет. Майӗпен унăн вăйӗ
чакать, ача япăхрах курма тытăнать. Куҫ – чун тӗкӗрӗ тетпӗр, ăна яланах
упрамаллине пӗлетпӗр. Компьютерăн электромагнит пайăркисем куҫа самаях сиен
кӳреҫҫӗ, ҫавăнпа ун умӗнче сахалрах ларсан аванрах. Кунсăр пуҫне специалистсем
шӗвек кристаллă монитор туянма сӗнеҫҫӗ. Паллах унăн та ҫитменлӗхӗсем сахал мар,
анчах кăшт сахалрах.
Паллах, лайох енӗсем те пур ҫак гаджетсен:
нумай юлташ тупма пулать, ҫӗннине, усăллине пӗлме пулать, аталанма пулăшать,
анчах пӗлсе усă курсан ҫеҫ. Кӗскен каласан, компьютер, телефон е планшет пирӗн
пурнăҫăн чи пӗчӗк пайӗ ҫеҫ пултăр, урăх тӗнче мар.
Мӗн сӗнес килет паянхи пухăва килнӗ
ҫынсене?
Ача компьютер
умӗнче мӗн тунине тӗрӗслесех тăмалла, ăҫта, мӗнле сайтсенче ларнине пăхмалла.
Манса ан кайăр тата, ултавҫăсен аллине ҫакланма та пулать. «Мошенники» тенине
илтнӗ пулӗ. Ачасене ăнлантармалла, нимӗнле тӗл пулăва та килӗшмелле мар, нимле
укҫа та куҫармалла мар. Хăйсен телефон номӗрне, адреса, ят хушамата та пӗтӗм
ҫын курмалла лартма кирлӗ мар.
Хаклă атте-аннесем! Сирӗн юратăвăр, ачан чун
хавалне ҫӗклени – сирӗн енчен чи пысăк пулăшу пулӗ.