Ҫěнтерӳпе патриотлăх çулталăкне халалласа А. А. Тимофеевпа тěл пулу

Ҫěнтерӳпе патриотлăх çулталăкне халалласа А. А. Тимофеевпа тěл пулу

Г. Н. Волков ячěллě Аслă Елчěкри пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкулти вěрентекенсемпе вěренекенсем шкулта тěрлě интереслě мероприятисем туса ирттереççě. Кăçалхи çула Чăваш Республикинче Ҫěнтерӳпе патриотлăх çулталăкě тесе палăртнă.

Ҫулталăка халалласа историллě аставăма тата ӳсекен ăрăва патриотла воспитани парассине тěпе хурса кăрлач уйăхěн 17-мěшěнче Чăваш Республикин тава тивěҫлě Культура ěҫченĕпе тата журналистпа Анатолий Артемьевич Тимофеевпа тěл пулу иртрě.  А. А. Тимофеев ачасене Валентин Андреевич Урташ, хăюллă та пултаруллă кěрешӳçě, чăн-чăн юрăç-поэт тăван çěршывăн вилěмсěр патриочě 100 çул тултарнине çутатса пачě. Унăн сăввисем тăрăх композиторсем нумай юрă кěвěлесе халăх патне çитернě. Паянхи кун çак юрăсем çамрăксене те тыткăнлаççě.  Унăн кун-çулě вăрăм пулман. Вăрçă хирěнче юн тăкнă, йывăр аманнă шăм-шакпа, уксах урапа, хăрах куçпа виçě пӳрнеллě алăсемпе нумай сăвă-калав çырма пултарни ачасене тěлěнтерчě.

Ҫакăн пек паттăрсем ачасемшěн ырă тěслěх пулса тăраççě. Вěсем ӳсекен ăрăва пурнăçри йывăрлăхсене çěнтерме вăй-хăват парса тăраççě.