Раççей Геройĕ Н.А.Петров ячĕпе хисепленекен вăтам шкулта «Асанне арчинчен» интерактивлă музей уçăлчĕ

Раççей Геройĕ Н.А.Петров ячĕпе хисепленекен вăтам шкулта «Асанне арчинчен» интерактивлă музей уçăлчĕ

Аваллăхсăр малашлăх çук тенĕ халăхра. Енчен те халăх хăйĕн историне пĕлмест пулсан, вăл малалла аталанма та пултараймасть. Çакна тĕпе хурса, чÿк  уйăхĕн 26-мĕшĕнче, шăпах Чăваш тĕрри кунĕнче,  Раççей Геройĕ Н.А.Петров ячĕпе хисепленекен вăтам шкулта çамрăк ашшĕ-амăшĕсен пĕрлешĕвĕ çĕнĕ проекта пурнăçа кĕртсе хаваслă лару-тăрура «Асанне арчинчен» интерактивлă музей уçăлчĕ. Елчĕк районĕн хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи, шкул директорĕ Л.Васильева çак проекта ырласа пĕлтерĕшĕ пысăкки çинчен пĕлтерчĕ. Проект тавра çамрăк аннесемпе аттесем йышлăн пуçтарăнса, пĕр-пĕринпе канашласа ĕçлессе шанса каларĕ. Çамрăк ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе О.Мудрецова музей пĕлтерĕшне çутатса аваллăха пĕлмесĕр малашлăх çуккине палăртрĕ.

Кунта, паллах, аваллăха упраса хăварассине тата хамăр мăн асаттесемпе асаннесем тытса пынă йăла-йĕркене çамрăк ăру патне илсе çитерессине тĕпе хунă.  Пухăннă хăнасене, ачасене çамрăк аннесем, А.Куприянова ертсе пынипе, чăваш тĕррин тĕрлĕ элеменчĕпе паллаштарчĕç, асамлă чăваш тĕррине вулама вĕрентрĕç, тĕрĕри хăш тĕс мĕне пĕлтернине ăнлантарчĕç. Шкулти çамрăк купăсçăсем вара хаваслă юрă-кĕвĕпе тыткăнларĕç, хăйсемпе пĕрле ыттисене те юрлама тата ташлама йыхăрчĕç.

Музей шкул ачисемшĕн те, вĕренекенсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулĕ. Кашни çитĕнекен ачах хăйĕн халăхĕн историне, йăли-йĕркине пĕлсе çитĕнмелле. Асăннă музейра вара çакна тума пĕтĕм услови пур темелле. Тĕрлĕ экспонат вырăн тупнă кунта: авалхи кил-çурт таврашĕнче усă курнă савăт-сапа, чăваш халăхĕн çи-пуçĕ, ĕç хатĕрĕсем тата ытти те.

Музейра упранакан экспонатсем çитĕнекен ăрăва хамăр  чăваш халăхĕн аваллăхĕпе паллаштарма пулăшĕç, мĕншĕн тесен куçпа курнине нимĕн те çитмест. Çавăн пекех, пурăна киле, музейра тĕрлĕ тĕл-пулу, класс сехечĕсем, мастер-класс ирттерме палăртнă. Çапла туни музей ĕçне нумай вĕренекене тата ашшĕ-амăшне явăçтарма май парĕ. Паллах, ĕçĕ питĕ нумай. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесе мĕн ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртессине çирĕп шанаççĕ ĕçе пуçарса яракансем.


ФОТО