Анне, ҫак кӗске сӑмахра мӗн чухлӗ ырӑ та ҫепӗҫ туйӑм, вӑй-хӑват. Мӗнле телей анне пурри! Хӗрарӑма ҫут ҫанталӑк ачаш туйӑм, ҫепӗҫ кӑмӑл, ырӑ чун, ӗҫчен алӑ панӑ. Анне – ҫемье ӑшши. Анне тесенех куҫ умне чи ҫывӑх, чи юратнӑ ҫын тухса тӑрать. Вӑл пире ачашлать, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме вӗрентет, ырлӑхра пурӑнма пиллет. Эпир унпа чуна уҫса калаҫма, канашлама пултаратпӑр. Аннесемшӗн чи ырӑ, чи телейлӗ самант – ҫӗр ҫине пепкисем килни.
Паян, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Аслӑ Елчӗкри вӑтам шкулти 3 класс ачисем хӑйсен амӑшӗсене, асламӑшӗсене, кукӑмӑшӗсене чӗререн тухакан чи ӑшӑ сӑмахсемпе саламларӗҫ .Пурнӑҫра ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр, ҫемьере килӗшӳ, юрату, телей сунчӗҫ, савӑк юрӑсем юрласа саламларӗҫ.