Юпа уйăхěн 16-мěшěнче Ачасен пултарулăх çуртěнче «Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсěн муниципалитет тапхăрне пěтěмлетрěç. Конкурс тĕллевĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацийĕсенче вĕренекен ачасене тăван тавралăха юратма, тăван ен историне, культурине, чăваш чĕлхине лайăхрах пĕлме пулăшасси пулчĕ.
Муниципалитет шайĕнче хатĕрленӗ видеороликсем тĕрлĕ материалпа пуян та кăсăклă: пĕрисем чăваш халăх йăли-йěркипе, паллă вырăнĕсемпе паллаштарчĕç, теприсем паллă çыннисем çинчен каласа пачěç, виççĕмĕшсем тăван тăрăхпа паллаштаракан музей пуянлăхĕ çинчен каласа кăтартрĕç, тăваттăмĕшсем ялти тĕрлĕ палăксене килсе курма йыхравларĕç. Ачасем тăван тавралăха юратни, унăн историйĕпе, паллă вырăнĕсемпе, маттур ҫыннисемпе интересленни савăнтарать.
Эксперт комисси çěнтерÿçěсемпе призерсене палăртрě.
7-мěш класра вěренекен ачасем хушшинче:
1- мěш вырăн – Кузьмин А., Воробьева Д., Раççей Федерацийěн Геройĕ Н.А.Петров ячĕпе хисепленекен Елчěк вăтам шкулě (Каринкина Г.В.);
2 - мěш вырăн – Воронина С, Абдулкина В, Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ вăтам шкул (ертÿçисем Теренина А.Н., Леонтьева И.А.);
3 - мěш вырăн – Цветкова К., Курнавăшри вăтам шкул, (ертÿçи Воронова В.Н.).
8-мěш класра вěренекен ачасем хушшинче:
1- мěш вырăн – Волкова А., Алексеева А., Çěнě Пăвари вăтам шкул (ертÿçи Павлова С.А.);
2 - мěш вырăн – Миллина М., Орлова Э. , Патреккелти тěп шкул (ертÿçи Ванюшина И.В.);
– Краснова Ю., Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкул (ертÿçисем Чернова Г.В, Чернов Н.А.);
3 - мěш вырăн – Петрова К. Смирнова О., Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкул (ертÿçисем Чернова Г.В, Чернов Н.А.);
- Фомина Э., Курнавăшри вăтам шкул (ертÿçи Кузнецова Н.М.);
- Чайкина А, Кушкăри вăтам шкул (ертÿçи Портнова А.И.).
Ҫак конкурса хутшăннă мĕнпур вĕренекене тата вĕсене ертсе пыракансене малашне те ăнăҫу сунатпăр.