Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 176-ҫул ҫитнине халалланӑ уяв

Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 176-ҫул ҫитнине халалланӑ уяв

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енре чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. 1992 ҫулта ҫирӗплетнӗ уява чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан, хальхи чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекен Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кун ячӗпе халалланӑ.

2024 ҫулхи апрелӗн 22 - мӗшӗнче «Хӗвел» ача садӗнче патриотла туйӑмсене воспитани парас, тӑван ҫӗршыва юратас тӗллевпе Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 176-ҫул ҫитнине халалланӑ уяв иртрӗ. Уявра ачасем чӑвашла юрӑсем юрлани кӑна мар, чӑваш ташшисем те ташларӗҫ, чӑваш поэчӗсен сӑввисене те вуларӗҫ. Ачасем тӑван чӗлхе илемне туйса илчӗҫ. Чӑваш халӑхӗн культурине вӗреннӗ чухне ачасем унӑн ӑс-хакӑл хаклӑхӗсене хӑнӑхаҫҫӗ, вӗсенче тӑван ҫӗршыва юратасси, чӑваш халӑхӗн наци йӑли-йӗркисене, йӑлисене хисеплесси ҫуралать. Ҫакӑн пек мероприятисем ачасене хӑйсен ҫӗршывӗн тивӗҫлӗ гражданинӗ пулас тесен наци йӑли-йӗркисене, культурине хисеплеме, тӑван сӑмаха лайӑхлатма, тӑван чӗлхене юратма тата хаклама кирлине ӑнланса илме пулӑшаҫҫӗ.