Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен семинарĕ

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен семинарĕ

Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Елчĕкри вăтам шкулта районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен «Чăваш тĕррин пĕлтерĕшĕ» ятпа семинар иртрĕ. Вĕрентекенсем хăйсен канашлăвĕнче чăваш тĕррин илемлĕхĕ паянхи кунччен те упранса юлни ҫинчен палăртрĕҫ.Чăваш халăхĕн ÿнер ăсталăхĕ тишкерсе пĕтерме ҫук анлă та пуян. Чăвашăн  ҫи-пуҫĕ тĕрĕллĕ,савăт-сапи эрешлĕ пулнă.Çавăнпа та пулĕ вăл пĕтĕм тĕнчене тĕрĕллĕ курнă.Вĕрентекенсем чăваш тĕррине халалланă электронлă кăларăмсене те асăнса тухрĕҫ.Вĕсем хушшинче :Владимир Галошевăн «Çын пĕлмен тĕрĕ», «Чăваш тĕррин илемĕ», «Чăнкăр-чăнкăр тухья шерепи» тата ытти те.

Вĕрентекенсем «Наука фейерверкĕ» проектпа килĕшÿллĕ йĕркеленĕ  куравпа паллашрĕҫ тата мастер классенче хутшăнчĕҫ. «Значок тăвасси», «Хăйăрпа ÿкерчĕк ÿкересси», «Илемлĕ савăтсем » тăвас ăсталăхсене алла илчĕҫ. Канашлура ачасен хаваслă юрри-ташши янрани пурин кăмăлне те уҫса ячĕ.

Чăваш тĕрри-тăван халăхăн сĕм авалтан упранса ҫирĕпленнĕ ал-ĕҫ йăли,унăн ăс-хакăл  пуянлăхне,ĕҫченлĕхне сăнарлакан мул. Аваллăха лайăхрах ăнланас тесен хамăр несĕлсен пурнăҫ тымарне тĕпчеме тата упрама вĕренмеллине тепĕр хут палăртрĕҫ вĕрентекенсем. Чăваш тĕррин пĕлтерĕшĕ енĕпе  тĕпчев ĕҫĕсем, кĕнекесем пичетлесе кăларни, документлă тата илемлĕ фильмсем ÿкерсе  халăх патне ҫитерни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.