Курбонова Аиша «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн призёрĕ

Курбонова Аиша «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн призёрĕ

Тăван чĕлхепе культурăна малалла аталантарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренӳ министерстви «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль ирттерчĕ.

Фестиваль икĕ тапхăрпа иртрĕ: муниципалитет тапхăрĕ тата республика тапхăрĕ. Фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрне Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче вырнаçнă вĕренӳ организацийĕсен 1-4-мĕш класĕсенче вĕренекен кашни ача хăй кăмăлĕпе хутшăнма пултарчĕ. Иккĕмĕш тапхăра хутшăнма муниципалитет шайĕнче мала тухнă ачасене ирĕк пачĕç. Жюри пурĕ 92 видеролик пăхса тухрĕ.

Республика шайěнчи фестивальте Елчӗкри вӑтам шкулта 3-мĕш «А» класра вěренекен Курбонова Аиша (ертӱçи Волкова А.А.) палӑрчӗ. Вăл «Сӑмах илемӗ» номинацинче призёр пулма тивĕç пулчĕ. Эпир пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ хĕр ачана тата унӑн ертӱçине саламлатпăр, малашне те çитĕнÿсем тума сунатпăр.