Елчĕк муниципалитет округĕнчи Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта шкулчченхи тĕрлĕ ÿсĕмри ачасен «Ылтăн пулă» ушкăнĕнче агролаборатори уçăлчĕ

Елчĕк муниципалитет округĕнчи  Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта шкулчченхи тĕрлĕ ÿсĕмри ачасен «Ылтăн пулă» ушкăнĕнче агролаборатори  уçăлчĕ

2024 çулхи нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче Елчĕк муниципалитет округĕнчи  Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта шкулчченхи тĕрлĕ ÿсĕмри ачасен «Ылтăн пулă» ушкăнĕнче агролаборатори  уçăлчĕ. Ăна уçма районти  «Клевер»,  «Нива»  ялхуçалăхĕсем пулăшнă.

Агролабораторие уçма шкулчченхи ача ушкăнне Елчĕк муниципалитет округ администрацийĕн  пуçлăхĕн çумĕ - администрацин экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Марина Николаевна Павлова, Курнавăшри территории пайĕн ертÿçи Алексей Герасимович Мартышкин, «ООО «Нива» агрофирма ертÿçи Николай Григорьевич Гладков,  Елчĕк муниципалитет округ депутатсен собранийĕн депутачĕ Владимир Гурьевич Доброхотов çитнĕ. Вĕсем ачасене тăван çĕре юратма, çĕр ĕçченне хисеплеме, çутçанталăк илемне курма, тĕпчев ĕçне пĕрремĕш утăм тума ăнăçу сунчĕç.

 Курнавăш шкул директорĕ  Анфиса Николаевна Ефимова килнĕ хăнасене тав сăмахĕ каларĕ, пулăшу панă ялхуçалăх ертÿçисене тав хучĕ парса чысларĕ.

Ачасем кăсăклансах шӳтернĕ пăрçа, фасоль акрĕç. Ешĕл сухан касса столовăйне кайса пачĕç.  Малтан лартнă çимĕçсене шăварчĕç.

Агролабораторире пĕчĕк теплицăсем лартнă, вĕсене фитолампăсемпе çутатнă. Сывлăш температурине, нӳрĕк шайне чакарма та, ӳстерме те май пур. Ачасем ӳсен-тăрана пăхса ӳстерме вĕренсе пынăçемĕн çĕр ĕçне юратма, хисеплеме пуçлĕç, пулас пурнăçне, тен, агропромышленнăç комплексĕпе çыхăнтарĕç.