«Кулă» кану лагерьне çӳрекен ачасем – çул çÿревçĕсем

«Кулă» кану лагерьне çӳрекен ачасем – çул çÿревçĕсем

Паян, çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Елчěк муниципаллă округěн пěтěмěшле пěлÿ  паракан Курнавăш вăтам шкулěнчи «Кулă» кану лагерьне çӳрекен  ачасем Елчĕк тăрăхĕнчи Аслă Таяпа ялĕ çумĕнчи авалхи хулаша çитсе курчĕç.  Хулаш – пысăк пĕлтерĕшлĕ истори палăкĕ. Вăл тăван халăхăн аваллăхне çеç мар, пуласлăхне те кăтартакан вырăн. Çавăнпа та ăна  ăсчахсем çулсеренех тĕпчеççĕ. Ачасем çак  вырăнта пин çул каялла хула, киремет вырăнĕсем пулнине пĕлчĕç. 

Çул çÿревçĕсем малалла Аслă Елчĕкри Г. Н. Волков ячĕпе хисепленекен шкулти «Гени çулӗ» музея çитрĕç. Вĕсем сумлă ентешӗмӗрӗн, тӗнчипе паллӑ этнопедагогăн, Геннадий Волков академикӑн пурнӑҫӗпе, ӗҫ-хӗлĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Вăл тăван çĕршыва юратма, ваттисене хисеплеме, тăван  халăхпа тата чĕлхепе мăнаçланма чĕнсе каланине ăса хыврĕç. Ăсчах хăйĕн амăшне мĕнле юратса хисепленине те пĕлчĕç. 

Елчĕкри кану паркĕ халĕ нумай çынна илĕртет. «Кулă» кану лагерьне çӳрекен  ачасем унта та савăнчĕç. Аваллăха аса илтерекен скульптурăсемпе кăсăкланса паллашаçрĕç. Кунтах ача-пăча, спорт площадкисенче выляса савăнчĕç. 

Ачасем паянхи экскурси хăйсене килĕшнине, вĕсем нумай çĕннине пĕлнине тата питĕ усăллă пулнине палăртрĕç.

Фотогалерея