Елчӗк муниципаллӑ округӗн пӗтĕмӗшле пӗлӳ паракан Курнавӑш вӑтам шкулӗнчи "Кулӑ" кану лагерӗнчи виççĕмĕмӗш кун йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ирхи зарядкӑран пуҫланчӗ. Килнĕ ачасем тӗрлӗ хусканусем туса сывлӑха ҫирӗплетрӗҫ.
Паян, çу уйăхĕн 5-мӗшӗнче, тĕнчипе çутçанталăка упрамалли кун. Çак куна халалласа ачасемпе ăс-хакăл экологи турнирӗ пулчĕ. Мероприяти пуҫламӑшӗнче воспитательсем çут çанталăка сыхласси ҫинчен калаҫу ирттерчĕç. Малалла ачасем, икӗ ушкӑна пайланса, капитансене суйласа вӑйăсем вылярĕç. Командӑсем панă ĕçсене хаваспах пурнӑҫларĕç.
Çут çанталăк пирĕн алăра пулнине манмалла мар. Кашни çын пĕрер пĕчĕк йывăç лартсан та çут тĕнчере таса сывлăш тата ырă туйăм çуралнă пулĕччĕ.
Эпир - çут çанталăк хуçисем. Пулла шыв кирлĕ, кайăка - сывлăш, чĕр чуна - вăрман, çынна - çут çанталăк. Ăна сыхласси пирĕн тивӗç. Эппин, сыхлар тавралăха!