Ача – пăча вăййисем

Ача – пăча вăййисем

Чăваш халăхĕ авалхи халăх пулнине унăн пуян чĕлхи, тĕн йăли, тăванлăх-хурăнташлăх ячĕсем тата ытти еткерлĕх кăтартса парать. Иртнине пĕлмесĕр хамăра пĕлместпĕр, хамăра пĕлмесĕр тăван халăхăн ывăлĕ-хĕрĕ пулаймастпăр.

         Пирӗн тӑван чӗлхе сӗм авалхи чӗлхесенчен пӗри шутланать. Тӑван чӗлхепе тӗрӗс калаҫасси, ҫырасси - ҫыннӑн культура шайӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн тӑван чӗлхене упрамалла, ӑна ӳсме пулӑшмалла.

        «Халӑхӑн ӑсӗ-тӑнӗпе унӑн мӗнпур тӗнче-курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук» - тенӗ Иван Яковлевич Яковлев.

          Халӑхӑн кулленхи калаҫӑвӗнче темӗн чухлӗ юмах-халап, сӑвӑ-юрӑ хайланать. Вӗсем ҫынран ҫынна, сыпӑкран сыпӑка куҫаҫҫӗ, ӗнчӗ пек хаклӑ хайлавсем пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсенче халӑх кун-ҫулӗ, йӑли-йӗрки, шухӑш-ӗмӗчӗ, кӑмӑлӗ-талайӗ палӑрса юлать. Нацилӗхе упрас ыйту ҫивӗчленнӗ тапхӑрта халӑх сӑмахлӑхӗн пӗлтерӗшӗ сисӗнмеллех ӳсрӗ, ӑс-хакӑлӑн ҫирӗп никӗсӗ пулса тӑчӗ. Эпир ытларах та ытларах хамӑр авалхи ырӑ йӑла-йӗркене пӗлме тӑрӑшатпӑр, асаттесен еткерӗпе анлӑрах усӑ куратпӑр.

         Ачасем - халӑхпа ҫӗршыв пуласлӑхӗ, ҫавӑнпа вӗсене йӑлана кӗнӗ халӑх культурин историйӗсемпе явӑҫтарасси, наци йӑли-йӗркипе кӑсӑкланасси хальхи тӗнчери ҫивӗч ыйту шутланать. Ку ӗҫе ача ҫуралсанах килте, кайран ача сачӗсемпе шкулсенче куллен туса пымалла. Ҫакӑнта вара ача-пӑча сӑмахлӑхӗн пӗлтерӗшӗ питӗ пысӑк.

        Чӑваш халӑхӗн ача-пӑча сӑмахлӑхӗ чухӑн мар. Ҫамрӑк ӑрӑва пӑхса ӳстерес тата ӑс парас тӗллевсене кура унӑн жанр тӗслӗхӗсем хӑйне евӗрлӗ. Вӗсем пурте хӑйсен пӗчӗкрех калӑпӑшӗпе, ҫепӗҫрех чӗлхипе тата вичкӗнрех илемлӗх мелӗсемпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Вӗсенче шӳт-кулӑш, ытарлӑх пысӑк вырӑн йышӑнать.

          Ача выляса ӳсет теҫҫӗ. Ӑна ӳт-пӳ тата ӑс-хал енчен ӳссе аталанма хускану вӑййисем те, сӑмах вылявӗ те питӗ кирлӗ. Сӑвӑ-такмакри шӳт, юмахри мыскара ача кӑмӑлне уйрӑмах илӗртет, ҫӗклентерет. Ача-пӑча мӗн ҫуралсанах сӑмах асамне лекет: сӑпка юррисемпе мунча е чӑпӑлтӑву такмакӗсенче тата йӑпалту-илӗртӳ сӑмахӗсенче ашшӗ- амӑшӗн ырӑ сунӑмӗ, шухӑш-ӗмӗчӗ пӗчӗк чухнех ӑшӑ пил сӑмахӗ ҫупӑрлать.

        Çӗнӗ Пăвари вăтам шкулта паян, пуш уйăхӗн 17 – мӗшӗнче, кӗҫӗн класра вӗренекен ачасем  ӗлӗкхи ача – пăча вăййисене аса илсе выляса пăхас тесе вăйă картине тăчӗҫ. Кӗҫӗн класра вӗрентекен Алена Анатольевна ачасене тӗрлӗрен  хаваслă та ҫыхăнуллă вăйăсем выляттарчӗ. Уйрăмах ачасене «Шăшипе кушакла» вăйă питӗ килӗшрӗ. Паянхи кун тата питӗ ăнăҫлă та тулли пулса иртрӗ.

 Шкулта хăнара Елен Нарпи пулчӗ. Елен Нарпи (Елена Петровна Чекушкина) ҫыравҫӑн кашни кӗнекине вулакансем хапӑлласа кӗтсе илеҫҫӗ. 

 Шкулта уявсене, вайăсене чăвашла ирттерни питě пěлтерешлě те курăмла ěç пулса тăрать. Ачасем пěчěкренех тăван халăх культурине юрри-ташшине, сăмахлăхне пěлсе усěç. Вăйă-кулă урлă чăваш чěлхине юратма, хисеплеме вěренěç. Ачасен пуласлăхě хамăр алăра.


ФОТО

Источник: МБОУ "Новобайбатыревская СОШ"