«Медиавзлет» фестиваль чĕнет!

«Медиавзлет» фестиваль чĕнет!

Кăçал, Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче, Чăваш Енре ачасемпе çамрăксен медиапроекчĕсен регионсен хушшинчи «Медиавзлет» пĕрремĕш фестивалĕ иртĕ. Ăна йĕркелекенĕ — Чăваш Ен Цифра министерстви. Конкурса 9 çултан пуçласа 17 çулчченхи ачасем уйрăммăн тата ушкăнпа [шкулсенчи медиацентр, хаçат, радио тата телестуди редакцийĕсем] хутшăнма пултараççĕ. Проектсене 2023 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

     Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулĕн маттурĕсем «Чи лайӑх видеоролик» номинаци суйласа илме тĕв турӗҫ. Шкулта медиацентр йĕркеленни  чылай вӑхӑтах мар паллах. Любовь Адюкова класс ертÿҫи хавхалантарса  пынипе ҫиччӗмӗшсем хăйсен  кулленхи шкул пурнӑҫне, мероприятисемпе уявсене  интернет уҫлӑхӗнче анлăн  çутатма тӑрӑшаҫҫӗ, видеофильмсем ÿкерме  те пӗчӗккӗн хӑнӑхса пыраҫҫӗ. Вӗсен ӗҫӗсемпе ютубри  «Хаваслӑх» каналта паллашма пулать. Класра иртекен уявсене çырса кăтартнипе кăна çырлахмаççĕ вӗсем, видео ÿкерсе куракансем патне илсе ҫитерме те тӑрӑшаҫҫӗ.

    Хальхинче ҫиччӗмӗшсем «Медиавзлет» фестивале кӗҫӗн классенче вĕренекен ачасене те явӑҫтарчӗҫ. Шӑпӑрлансен кулленхи шкул пурнӑҫӗпе кӑсӑкланчӗҫ. Кӑларӑма конкурс валли, положенипе килӗшуллӗн, чӑвашла хатӗрлерӗҫ.

     Конкурсантсем асӑннӑ конкурсӑн пӗтӗмлетӗвӗ пуласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.