Черетлĕ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем анчах тăрса юлчĕç. Районти вĕренỹ организацийĕсенче — 10 шкулпа 3 ача садĕнче тата хушма пĕлỹ паракан 4 учрежденире сентябрĕн 1-мĕшĕнче ачасене йышăнма мĕнле хатĕрленнине комиссипе тĕрĕслерĕмĕр.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынă ĕçлĕ ушкăн тĕрĕслеве Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкултан пуçларĕ. Вăл районти чи пысăк вĕренỹ учрежденийĕ шутланать. Шкул коллективĕ 73 ĕçчене пĕрлештерет, çак хисепрен 53-шĕ — педагог. Тахçантанпах лайăх паллакан вĕрентекенсенчен нумайăшĕ кунта нумай çул вăй хунине пĕлетпĕр. Хальхинче пуçламăш классен вĕрентекенĕсем пирки анчах аса илер, Любовь Маркова, акă, — 42, Вера Молоствова — 37, Татьяна Маркова 35-мĕш вĕренỹ çулне кĕтсе илеççĕ. Вĕсен чун-чĕрин хавалĕ пĕрре те иксĕлменнине, пурнăçпа тан утма — малашлăха курса ăнтăлнине пирĕн вырăнта кунта пулса куракан кирек хăш çын та çирĕплетсех калама пултарĕ. Пуçламăш классене вĕрентекенĕсем пĕрлехи вăйпа — ашшĕ-амăшĕсем те пулăшма хирĕç пулманнипе усă курса кашни çулах классене хăйне евĕрлĕ хăтлăх кĕртме тăрăшаççĕ. Хальхинче те стенасене кăмăл-туйăма уçакан, вĕренме тата ĕçлеме вăй хушакан ăшă сăрăсемпе сăрласа илемлетнĕ. Коридор та çуталсах кайнă — çĕнĕ линолеум сарнă, территори тап-таса — пĕр ытлашши япала йăваланса выртмасть, котельнăйра та йĕрке хуçаланать.
Хушма пĕлỹ паракан учрежденисем те (ачасен пултарулăх çурчĕ, логопед, сенсор комплексĕ вырнаçтарнă психолог пỹлĕмĕсем) пуçламăш классем вĕренекен шкулта пулни ачасемшĕн пит меллĕ.
Шкул коллективĕ, тĕрĕссипе каласан, комисси членĕсем енчен хăйсем пирки япăхпа каланине илтмен те. Апла пулин те тивĕçлĕ ĕçе тивĕçлипе хаклани çынна тата ытларах хавхалантарать, пуçаруллă пулма хистет. Хальхинче те Леонард Левый хăйсен пĕчĕк вĕренекенĕсене кĕтсе илме хатĕрленсе «Паха пĕлỹ» çуртĕнче çу каçипе туса ирттернĕ пур ĕçе те курса хакланă май çапла пĕтĕмлетрĕ:
— Шкулта ачасене вĕренме, хăвăра ĕçлеме те мĕн пур услови çителĕклĕ. Çаксем пурте эсир пĕрлехи вăйпа тăрăшнипе пулнă, — терĕ тулли кăмăлпа. Тĕп шкул çурчĕ те аякранах мăнаçлăн курăнса ларать. Чи малтан пысăк чечек пахчи ытамне лекетĕн, шала кĕрсе курма та кăмăллă. Анлă коридор хăтлăхĕпе илĕртет, пĕр класа çĕнĕ йышши меллĕ сĕтел-пукан (йỹнĕ теме çук — 169 пин тенкĕлĕх) вырнаçтарма та укçи-тенкине çитернĕ. Мухтавлă ентешсен çулталăкĕнче шкулăн сумлă ывăл-хĕрне халалласа хатĕрленĕ ятарлă стенд, музейри чылай экспоната çĕнетме вăхăт тупни тата мĕн тери паха!
Район администрацийĕн пуçлăхĕ коллектив умĕнче юлашки çулсенче Елчĕк шкулĕнче вăя кĕнĕ нумай пысăк çĕнĕ ĕçсене Лариса Васильева директор ячĕпе çыхăнтарчĕ. Районти чи пысăк шкула 16 çул хушши ăнăçлă ертсе пыракан директор обществăлла ĕçре те харсăрлăхĕпе палăрать. Вăл — районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ, районти хĕрарăмсен канашне ертсе пыма та вăхăтне çитерет.
Апла пулин те Елчĕк шкулĕпе илсен, тĕрĕслев кунĕ тĕлне татса паман пĕр пысăк ыйту тăрса юлнах. Вĕренекенсене вĕри апатпа тивĕçтерессипе çыхăннă вăл. 250 вырăнлă çĕнĕ столовăй тăвас ĕçе тивĕçлĕ шайра йĕркеленĕ пулин, ĕç калăпăшĕпе илсен те, подрядчик ăна октябрь уйăхĕн вĕçĕччен вĕçлеймесси паллă. Çакна шута илсе шкул дирекцийĕ «Паха пĕлỹ» çуртĕнче вырнаçнă пуçламăш классенче вĕренекен 266 ачана вĕри апатпа тивĕçтерессипе, «Кристалл» апатлану предприятийĕпе килĕшсе, калаçса татăлнă. Тĕп шкулти 400 ытла ача тĕлĕшпе çыхăннă ыйтăва та паян-ыранах татса памалла.
…Ялти шкулсен хальхи вăхăтри чи пысăк ыйтăвĕ — ача сахалланса пыни. Елчĕкри шкулта çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче 690 ача парта хушшине лармалла, вĕсенчен 71-шĕ — пĕрремĕш классем. Кунта 2019 çулхипе танлаштарсан, хальхинче пуçламăш классенче вĕренекенсем ытларах пулни (ун чухне — 256, халĕ — 266), çав шутран 1-мĕш класа (ун чухне 56-ăн анчах пулнă) шанăç кỹнĕн туйăнать. Анчах ытти шкулсем пирки çакна калаймăн. Эпир пулнă Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулта çак тăрăхри 7 ялтан 121 ача (иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 126 пулнă), пĕрремĕш класа 5-ĕн килеççĕ, Аслă Таяпари тĕп шкулта вара 40 вĕренекен анчах пулĕ, пĕрремĕш класа çитес çул 5 ача килмелле, кăçал вара пĕр ача та çук. Хăй вăхăтĕнче шкул пĕр харăс 624 вĕренекене йышăннă. Пурпĕрех, 40 ачашăн та Роспотребнадзор, газ хуçалăхĕнчи, пушар хуралĕн тата ытти мĕнпур службăсен требованийĕсене шута илсе шкула çĕнĕ вĕренỹ çулне тĕплĕн хатĕрлесе çитернĕ. Çутă та пысăк спорт залĕнче ỹт-пĕве тĕрлĕ енлĕн пиçĕхтерме мĕнпур услови çителĕклĕ. Ачисем сахал пулсан та Аслă Таяпари шкулта вĕренекенсем спорт ăмăртăвĕсенче тăтăшах çитĕнỹсемпе палăраççĕ. Район, республика шайĕнчи тупăшусене хутшăнса çĕнсе илнĕ кубоксем те пур, призлă вырăнсене те нумай хутчен йышăннă.
2021 çулхи вĕренỹ çулĕн кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 200 пин тенкĕлĕх Грантне çĕнсе илнĕ Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкул коллективĕ те хăйĕн вĕренекенĕсемпе тивĕçлипе мухтанма пултарать. Ачасен шучĕпе илсен, вĕренекенсем тĕрлĕрен предмет олимпиадисене хутшăннин хисепĕпе чи лайăххисен шутĕнче. Олимпиадăсен юлашки тапхăрĕнчи çĕнтерỹçĕсем пулса тăракансем те сахаллăн мар. Кунти шкулта вĕренекенсем Раççей шайĕнче иртекен олимпиадăсене те хутшăнма хăраманнине пурте пĕлеççĕ. Икĕ шкулта та хăйсен паллă ентешĕсемпе тивĕçлипе мухтаннине палăртса ятарлă стендсем туса хатĕрленĕ. Унсăр пуçне, сентябрĕн 1-мĕшĕнче вĕренекенсене çĕннине кăтартас тесе, учительсем хăйсем тĕллĕн тĕрлĕрен куравсем хатĕрленĕ.
Елчĕкри «Шевле» ача садне уçнăранпа çитес çул 10 çул çитет. Анчах вăл тин хута кайнă пекех, малтанхи вăхăтринчен кая мар çуталса, ялтăраса анчах ларать. Нумаях пулмасть çỹллĕ тимĕр хапхана та сăрласа çĕнĕ сăн кĕртнĕ хыççăн, садик территорийĕ тата илемлĕн курăннăн туйăнчĕ. Шалти, тулашри хăтлăх, куçа илĕртекен чечексем пирки каламалли те çук — пурте хитре, кăмăллă. Çакна комисси членĕсем кашни çул палăртса калаççĕ. Наталия Петрова заведующи вара анлă территорие тирпей-илем кĕртес ĕçре пысăк пуçарулăхпа палăракан Сергей Кушманов хуралçă пирки расна аса илчĕ.
Хамăр пулнă коллективсенче çакна та асăрхама тиврĕ: вĕренỹ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулне йышăннă кун вĕрентекен-и, е ытти ĕçчен вăл — пурте хăйсен ĕç вырăнĕнче пулчĕç — кашни çулах çак ỹкерчĕк. Йĕркелĕхе, пĕрлехи ĕçе малти вырăна хуракан педагогика коллективĕсенче шкула çулсерен комиссипе йышăннине вырăнлă тесе шутлани çинчен каланине те темиçе хутчен илтме тỹр килнĕ.
Ачасен пурнăçĕпе сывлăхне сыхлассине чи малти вырăна хуракан район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый пĕрлехи пĕтĕмлетỹре шкулсемпе шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулне кĕтсе илме хатĕрленнине кашни çул комиссипе — ятарлă службăсем хутшăннипе тĕрĕслесе хак пани вĕренỹ тытăмĕнчи лару-тăрăва пĕлме анчах мар, пушар, антитеррор, газ хуçалăхĕнчи йĕркелĕхе çирĕплетессипе, апат-çимĕç блокĕнче санитарипе гигиена йĕркисене пăхăнса ĕçлеме май панине тата ку чухне тупса палăртнă çитменлĕхсене ачасем парта хушшине вырнаçса лариччен пĕтерме май пулнине палăртрĕ. Çавăн пекех вăл коронавирус чирĕн çĕнĕ хумне чарса лартасси пирки те чарăнса тăчĕ. Ку енĕпе çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче те шкулсенчен çирĕп ыйтасси çинчен Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев иртнĕ кунсенче пулса иртнĕ Правительство ларăвĕнче аса илтернĕ. Апла пулсан, кăçал та иртнĕ çулсенчи йĕркене — ирхине шкула пыракан кашни ачан ỹт температурине виçессине, аллисене дезинфекци тăвассине, классенчи сывлăша ятарлă оборудованипе усă курса тасатассине, ачасен алли пырса тивекен вырăнсене (сĕтел-пукан, алăк хăлăпĕ, доска, чỹрече…) кашни кун дезинфекци шĕвекĕпе тасатассине пăхăнма тивĕ.
Светлана АРХИПОВА