ЕРТỸÇИСЕМ ХАСТАРТАН ПЕДАГОГСЕМ ТЕ ТĂРĂШУЛЛĂ

ЕРТỸÇИСЕМ ХАСТАРТАН ПЕДАГОГСЕМ ТЕ ТĂРĂШУЛЛĂ

Райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ Сергей Скворцов ертсе пыракан ушкăн Елчĕкри «Солнышко», «Чебурашка», А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче, Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ, Курнавăшри тата Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсенче пулса вĕсенчи лару-тăрупа тата ĕç-хĕлпе паллашрĕ.

«Солнышко» ача садне 70 ача çỹрет. Вĕсене воспитани парассишĕн 5 воспитатель тата 1 музыка преподавателĕ тимлет. Шăпăрлансемпе чылай çул ĕçлесе паха опыт пухнă педагогсем, воспитателе пулăшакансем тăрăшаççĕ. Ытти çĕрти пекех, кунта та пепкесене çулталăк çурăран пуçласа йышăнаççĕ.

Икĕ çул каялла ача садĕнче тĕплĕ юсав ирттернĕ. Çавна май кунта питĕ хăтлă. Кашни ушкăн хăйне евĕрлĕ илемлĕхĕпе, стенасене хитре те çутă сăрăсемпе ăшă сăн кĕртнипе палăрать. Стенасем çинче вун-вун стенд. Вĕсене çĕнетсех тăни куç умĕнче. Акă, кăçал республикăра Паллă ентешсен çулталăкĕ пулнине шута илсе ача садне туса хута янă Мария Абрамовăна халалласа «Наша гордость» стенд вырнаçтарнă.

Юлашки çулсенче районта пепкисене ача садне мĕнле вырнаçтарас ыйту пачах та çук. Заявлени парсанах хăйсене килĕшекен ача садне суйласа илме майсем пур. Шăпăрлансем сахалран ушкăнсен шучĕ чакнă. Çакăн пек сăлтава пулах кунта та пĕр ушкăн пушă тăнăран малашлăха тинкерекен коллектив пĕчĕк музей уçнă.

— Пĕчĕкскерсене ĕлĕкхипе паллаштарас, хамăрăн йăх-несĕле, чăвашлăха аталантарассине тĕпе хурас терĕмĕр, — пĕлтерет Светлана Кудряшова заведующи.

Виçĕмçулах кухня та пуянланнă. Çĕнĕ оборудованисем туяннисĕр пуçне апат-çимĕç блокне тĕпрен çĕнетнĕ. Вера Мальцева поварпа ăна пулăшаканĕ Алина Канжелева ĕç условийĕсем çỹллĕ шайра пулнишĕн хĕпĕртеççĕ.

Темле чаплă юсав ирттернĕ пулсан та куллен пĕр пăта çапмаллах текен каларăша ăса хывса кунта кăçал картана çĕнетнĕ, котельнăй çи виттине улăштарнă.

Ирина Филиппова медсестра хăйĕн пĕрремĕш тивĕçне пурнăçласа шăпăрлансене куллен ирхи «фильтр» витĕр кăларать.

«Чебурашка» ача садне кĕриччен Зоя Иванова медсестра та комисси членĕсене тĕрĕслесе кĕртрĕ. Эпир çитсе курнă мĕнпур вĕренỹ учрежденийĕнче сывлăх сыхлавĕ çине питĕ пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Ача садĕнче 2010 çулта тĕплĕ юсав иртнĕ. Халĕ кулленхи юсав ĕçĕсем ирттернĕ, коридорсене сăрланă. Кунта 57 шăпăрлан хăтлăх тупнă. 4 ушкăнри ачасем анлă тавра курăмлă воспитательсен аллинче.

Çапах та çакна палăртмасăр иртес мар: икĕ ача садне пырса кĕмелли асфальт ванса пĕтнĕрен пĕчĕккисем такăнса ỹкес хăрушлăх тухса тăрать. Çавăн пекех çĕршыври тĕрлĕ хулари ырă мар пулăмсене шута илсе садике кĕрекен алăксем çине «глазоксем» лартассине тĕпе хуни вырăнлă.

Районта шкул ачисене спортпа туслашма мĕнпур условисем çителĕклĕ. Шкулсенчи спортзалсем пĕринчен тепри çỹллĕ те капмар, инвентарьсемпе пуян. Ỹт-пĕве пиçĕхтерме вĕренỹ çулĕ тăршшĕнче темиçе тĕрлĕ ăмăрту иртет. Спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе хăвна кăтартма майсем пур. Ку енĕпе физкультурниксен хастарлăхĕ çав тери пысăк.

«Улăп» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ пуян та пысăк, тирпейлĕ те çутă. Унта тĕрлĕ спорт хатĕрĕсем йышлă. Çак кунсенче оборудованисем тата нумайланнă. Хупăннă Кивĕ Эйпеç шкулĕнчи хăш-пĕр спорт инвентарĕсене кунта илсе килнĕ. Ахальтен мар пысăк залра «Дорога к олимпийским медалям начинается здесь» пысăк баннер вырнаçтарман-тăр. Чăвашсен пĕрремĕш олимпиецĕ Ардалион Игнатьев ячĕпе хисепленсе тăракан спорт шкулĕ ентешĕмĕре халалласа ятарлă стенд ăсталанă. Кăçал тата спорт ветеранĕ Николай Молоствов районта йывăр атлетикăна аталантарнă çĕрте пысăк тỹпе хывнă тренерсене ятран асăнса стенд хатĕрлеме мехел çитернĕ.

— Çу кунĕсенче бассейна çỹрекенсем уйрăмах нумай. Ытларах ачасемпе ашшĕ-амăшĕ. Эрнере икĕ кун тивĕçлĕ канăва тухнисене тỹлевсĕр йышăнатпăр. Çỹрĕр, ỹт-пĕве çирĕплетĕр, — пĕлтерет спорт шкулĕн директорĕ Иван Егоров.

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ, Курнавăшри, Çĕнĕ Пăвари шкул таврашĕсем таса та тирпейлĕ, йĕри-тавра чечексем тĕрлĕ тĕслĕ çеçкисене çурса ларнипе чуна тыткăнлаççĕ. Çак территорирех тĕрлĕ пахча çимĕç лартса-пăхса ỹстереççĕ. Аслă Елчĕксем хăйсен аллипе ăсталанă теплицăра хăяр-помидор çитĕнтереççĕ. Шкул ачисенчен дежурство йĕркелесе çу каçипе шкул пахчине тасатса тăраççĕ. Хăйсем пăхса çитĕнтернĕ улма-çырларан хатĕрленĕ компот хĕл кунĕнче сиплĕ, усăллă пулнине лайăх ăнланаççĕ.

Аслă Елчĕксем кăçал 110, вăл шутран пĕрремĕш класа 8 ача, вĕренме килессе кĕтеççĕ. Кашни класа çĕнĕ тĕс кĕртнĕ, хăшĕсем урайне сăрланă, теприсем линолеум сарнă. 18 педагогран 12-шĕ аслă категориллĕ.

Палăртса хăваратпăр: паллă академик ячĕпе хисепленекен шкул тăтăшах хăнасене йышăнса çулсерен тĕрлĕ шайри конференцисемпе фестивальсем ирттерет. Кĕркунне Геннадий Волков академик çуралнăранпа 95 çул çитнĕ май кунта çанă тавăрсах паллă ăсчахăн «Путь гения…» музейне уçас тесе ăшталанаççĕ. Шкул халĕччен те историпе тăван тавралăх музейĕпе мухтанма пултаратчĕ, çĕнни тата нумай тавра пĕлỹçĕне, шкул ачипе вĕрентекене хăй патне кăчăк туртĕ. Шкула пырса кĕнĕ çĕрти сăн ỹкерчĕк тумалли зонăна та кăçал ăсталанă.

Тỹрех каласа хăварар: Пĕтĕм Раççейри предметсен муниципалитет шайĕнчи олимпиадисене те, аслă классенчи çар сборĕсене те çуллен кунта тивĕçлипе йĕркелесе ирттереççĕ. Хăй вăхăтĕнче Петр Кузнецов вĕрентекен «ОБЖăн чи лайăх кабинечĕ» ята тивĕçнĕ. Класăн пурлăхпа техника бази пуян. Кăçал тата районти пограничниксен пĕрлешĕвĕ (Юрий Хушкин, Юрий Чернов…) тăрăшнипе шкула макет-автомат парнеленĕ. Олимпиадăна е çарпа вĕренỹ сборне килнĕ вĕренекенсем кашнийĕнчех Людмила Мешкова повар апата тутлă пĕçернине палăртса хăвараççĕ.

Курнавăш шкулĕ 74 ачана, вăл шутран пĕрремĕш классем пиллĕкĕн, кĕтсе илĕ. Пуçламăш классен учителĕ Галина Круглова кăçалхипе 12-мĕш хут пĕрремĕшсене йышăнать.

Шкул коридорĕнче ялти ỹнерçĕсен паллă ĕçĕсем вырăн тупнă. Стендсене те çулсерен çĕнетсе тăни курăнать. Акт залĕнчи «Ытарайми тăван шкулăм, нихăçан эс тухмăн асăмран» баннера шкулта вĕренсе тухса кайнисем парнелесе хăварнă. Пĕр енчи стенана Евгения Корнилова класс ертỹçин вĕренекенĕсем сăрласа илемлетнине асра тытаççĕ. Пилĕк ялтан çỹрекен ачасене пĕр автобуспа турттараççĕ. Коллектив пĕр кăмăллă пулса шкула çĕнĕ автобус кирлине пĕлтерет.

Аслă классем шкултах водитель правине вĕренме пулнишĕн хĕпĕртеççĕ. Кăçал 14 ача специальность илме вĕренĕ, вăл шутран вунпĕрмĕшсем — тăххăрăн.

— Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче алла тракторист прави илнисем хальхи вăхăтра тăван хуçалăхăн уй-хирĕсенче ĕçлеççĕ,- кăмăллăн пĕлтерет Анфиса Ефимова директор.

Ыттисенчи пекех кунта та шкулти кашни вĕренекене вĕри апат çитереççĕ. Пуçламăш классемпе сывлăш тĕлĕшĕнчен хавшакраххисем — тỹлевсĕр апатланаççĕ. Надежда Порфирьева повар ку тытăмра çĕнĕ çын мар, хăйĕн ĕçне чунтан юратса пурнăçлать.

Çĕнĕ Пăва шкулĕн алăкĕ патне çитсенех кунта чăвашлăха мала хунишĕн чун хĕпĕртет. Стенасене, алăксене чăваш тĕррисемпе илемлетнĕ. Кăçалхи — çĕршыври РФ культура еткерлĕхĕн тата республикăри Паллă ентешсен çулталăкне халалланă — ỹкерчĕксене асăрхатăн. Шала кĕрсенех Раççейĕн спилс карттипе паллашатăн. Вăл пуçламăш классенче вĕренекенсемшĕн уйрăмах кăсăклă. Çĕршывăн кашни кĕтесне пазлпа пуçтарма вĕренеççĕ вĕсем.

Самана таппипе тан утакансем Раççейĕн тĕрленĕ карттине те вырнаçтарнă. Малалла иртнĕçемĕн çĕнĕлĕхсем пĕрин хыççăн тепри куç тĕлне пулаççĕ. Тỹрех шкул «Три солнца» фильмăн сопродюсерĕ пулнине пĕлетĕн. Стенасем çинче — янкăр та уçă стендсем, ỹкерчĕксем: «Ыран пĕрремĕш пулас тесен паян вĕрен», «Творите! Дерзайте! Побеждайте!», «Твоя профессия — твой выбор», «Хăвна çĕнтерсен пурне те çĕнтерен»… Стендсене чăваш, вырăс, акăлчан чĕлхисемпе илемлĕн çырса хунă. Кунтах педагогсен сăн ỹкерчĕкĕсем. Пĕринчен тепри пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене питĕ илемлĕ сăрланă, типтерлĕ вырнаçтарнă. Кашни пушă кĕтес хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăрать: кунтах самолетпа балалайка вырăн тупнă, теприне район 95 çул тултарнине халалланă, виççĕмĕшĕнче «Паттăр партти», чĕре касса шкула юратнине пĕлтерекен стела тата ытти те. Ăста дизайнер алли кашни хутрах лайăх палăрать.

— Çурт илемĕ, хăтлăхĕ, ăшши хуçаран килет. Директорăн тавра курăмĕ, ăсталăхĕ анлă, шухăш-кăмăлĕ çав тери мăнаçлă, — теççĕ вĕрентекенсемпе ытти ĕçченсем.

Чăннипех те Диана Турхан çамрăк ертỹçĕн хастарлăхĕ кашни утăмрах лайăх палăрать. Çĕнĕлĕхе мала хуракан пĕрре те ахаль тăраймасть, шав малашлăха тинкерет, ачасене вĕренме, вĕрентме тивĕçлĕ условисем пултăр тесе канăçнех çухатнă.

Илемлĕ те çутă шкулта (хуласенчи тепĕр шкултан та чаплă вăл) 90 ача вĕренĕ. 8 шăпăрлана ашшĕ-амăшĕ пĕрремĕш хут шкула çавăтса килĕ. Ача садне çỹренĕрен пулас пĕрремĕшсем шкулпа малтанах лайăх паллашнă та — пĕлỹ тĕнчинчен шикленмĕç.

Виçĕ шкулта та «Точка роста» кабинетсем тухăçлă ĕçлеççĕ. Вĕренекенсемшĕн кăсăкли çав тери нумай унта. Хăш предмета суйласа илнинчен кăна килет. Çавăн пекех шкулсенче шахмат вăййине аталантарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Юлашкинчен çакна палăртмалла: вĕренỹ учрежденийĕсенче коллективри кашни çын ĕç вырăнĕнче. Хăйсем çу каçса мĕн туса ирттернине, çĕнĕлĕхсене каласа панăçемĕн пит-куçĕсенче хĕвел шевли йăлтăртатать, ачасемшĕн тунсăхлани сисĕнет. Паян тесен паян вĕренекенсене ăшă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илме хатĕр вĕсем. Чи кирли вара — ĕçлес кăмăл пысăкки, ачасене юратса вĕсен пĕлĕвне малалла аталантарас тесе ăнтăлни…

Валентина КИРИЛЛОВА