Паян, ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Елчěк районěнчи Курнавăшри пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулта вěренекенсем Галина Леонидовна Енейкина сăвăçпа тěлпулу ирттерчěç. Ăна чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсем йěркелерěç. Çак тěлпулăва Раççейри халăхсен культура еткерлĕхĕн, Чăваш Республикинче иртекен Мухтавлă ентешсен çулталăкне тата Елчĕк районĕн 95 çулхи юбилейне халалланă.
Тěл пулăва шкул директорě А.Н.Ефимова, унăн вěрентӳ тата воспитани енěпе ěçлекен çумěсем - Е.Н.Корниловăпа Е.В.Смирнова, кěçěн классенче вěрентекенсем, шкул библиотекарě, воспитательсем тата шкул ачисем хутшăнчěç. Ертсе пыракансем Галина Енейкина сăвăç пурнăçě çинчен тěплěн каласа пачěç, презентаци кăтартрěç, кĕнекисемпе паллаштарчĕç.
Г.Л.Енейкина – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, чăваш писателěсен Союзěн членě, пултаруллă сăвăç. Унăн «Чуну таса пулсан», «Ĕмĕрхи илем», «Чун йыхравĕ» кĕнекисене пěлмен çын çук та пулě. Сăвăç хăйěн хайлавěсенче тěрлě тема хускатать: чăваш чěлхи тата унăн пуласлăхě, тăван тавралăх, Чăваш енри пултаруллă ěçченсем, атте-анне ăшшипе юратăвě, туслăх, ваттисене сума сăвасси, паянхи пурнăç ыйтăвě тата ытти те. Çавăн пекех вăл ăса вěрентсе калакан тěрлěрен юптарусем те çырать.
5-7 классенче вěренекенсемпе унăн «Чун йыхравě» кěнекери сăввисемпе юптарăвĕсем тăрăх «Кашни сăвви - чуна çывăх сăмах» поэзи сехечě иртрě. Тĕл пулура Галина Леонидовна хăйĕн пурнăçĕ, сăвă çырас ăсталăхě çинче чарăнса тăчě, тарăн шухăшлă сăввисене вуларě.
Енейкина – чăннипех те Елчěк районěнчи пултаруллă çынсенчен пěри.
Тĕл пулу пуриншěн те усăллă иртрě.