САСĂЛАВА ХУТШĂНАР

САСĂЛАВА ХУТШĂНАР

«Хăтлă хула хутлăхне йĕркелетпĕр» федераци проекчĕпе килĕшỹллĕн кăçалхи апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа майăн 30-мĕшĕччен черетлĕ хут хăтлăх кĕртессипе çыхăннă объекта палăртассипе Пĕтĕм Раççейри сасăлав иртет.

Асăннă проект çĕршывра РФ Президенчĕн хушăвĕпе 2017 çулта пурнăçа кĕме пуçланă. Унăн тĕп тĕллевĕ — ял-хула сăн-сăпатне улăштарасси, кунта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, паянхи пурнăç ыйтнă пек обществăлла хутлăхсем йĕркелесси.

Обществăлла пысăк пĕлтерĕшлĕ проекта пурнăçа кĕртме пулăшас тĕллевпе волонтерсем апрелĕн 1-мĕшĕччен DOBRO.RU сайтра регистрациленнĕ те. Елчĕк районĕпе çак ĕçе 30 ытла волонтера явăçтарнă. Пирĕн тĕп тĕллев — район территорийĕнче пурăнакансене асăннă сасăлава хутшăнма май пурри çинчен каласа парасси, халăхпа сỹтсе явма палăртнă ытти проектсемпе паллаштарасси.

«Юлашки çулсенче «волонтер» сăмаха тăтăшах илтетпĕр. Мĕне пĕлтерет вăл?», — теççĕ хăшĕ-пĕрисем. Тỹрех пĕлтерес, волонтер тесе хăйсен ирĕкĕпе, тỹлевсĕрех халăх валли ырă ĕç тăвакансене, çĕршывăн наци проекчĕсене пурнăçлама тивĕçлĕ тỹпе хывакансене калаççĕ. Волонтер вăл — обществăна усă кỹрессишĕн чун-чĕререн тăрăшакан çын. Хальхи вăхăтра волонтерсем хулари пек хăтлă пурнăç условийĕсем туса хурас тĕлĕшпе ирттерекен Пĕтĕм Раççейри сасăлава ытларах çын хутшăнтăр тесе тăрăшаççĕ. Районта ку енĕпе НФЦ, Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕ тата мобильлĕ бригада ăнлантару ĕçне туса пыраççĕ.

Раççейри 14 çултан аслăрах гражданин za.gorodsreda.ru платформа çинче тата «Госуслуги» сайта кĕрсе тирпей-илем кĕртмелли вăл е ку территоришĕн хăйĕн сассине пама пултарать. Кăçалхи сасăлава хутшăнса эсир «Ырсамай» кану паркне е Аслă Елчĕкри сквера тирпей-илем кĕртессишĕн сасăлама пултаратăр. Пуринчен ытларах сасă пухнă проекта хăтлăхпа тирпей-илем кĕртмелли списока кĕртеççĕ, çитес çул вара çак ĕçе пурнăçлама патшалăх укçа-тенкĕ уйăрĕ.

Ырă ĕçсем тата нумайрах тăвар. Тăван район илемлĕрех те илĕртỹллĕрех пултăр тесе ырă пуçарусене такăр çул парар.

М.ВАСТУЛОВА,
çамрăксемпе ĕçлекен специалист.

Источник: АУ ЧР Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен"