«Юнарми» çарпа патриот общество юхăмěн йышне илчěç

«Юнарми» çарпа патриот общество юхăмěн йышне илчěç



Хастар, вăйлă, анлă тавракурăмлă, çирěп сывлăхлă, Тăван çěр-шыва юратакан, йывăр вăхăтра яланах пулăшма хатěр çамрăксене çитěнтерес тěллевпе 2016-мěш çулхи авăн уйăхěн 1-мěщěнче Раççейре «Юнарми» юхăм йěркелесе янă. Çак çамрăк армеецсен юхăмне шкул ачисем те кěреççě.

   Паян, нарăс уйăхěн 7-мěшěнче, Елчěк районěнчи  Курнавăшри пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулти 5-9 - мěш классенче вěренекенсене Пěтěм Раççейри ачасемпе çамрăксен « Юнарми» çарпа патриот общество юхăмěн йышне илчěç. Шкул директорěн çумě Смирнова Е.В. вěренекенсен кăкăрěсем çине ятарлă паллă çакса ячě. Ачасем çěр-шыва юрăхлă яш-хěр пулма тата çамрăк армеецсен туслăхне çӳллě шайра тытма сăмах пачěç.

    Вěренекенсене класс ертӳçисем те саламларěç, çамрăк армеецсен сумлă ятне çӳллě шайра тытса пыма сěнчěç.