П.П.Хусанкай – чăваш поэзийěн çутă çăлтăрě

П.П.Хусанкай – чăваш поэзийěн çутă çăлтăрě

                                                                      Чăваш ятне çěклесчě тетěп,

                                                                                        Кун-çул тěллевě çав кăна.    

 Кăрлач уйăхěн 22-мěшěнче Петр Петрович Хусанкай  çуралнăранпа  115 çул çитет. Пěр ěмěр каялла  пурăннă  мухтавлă  поэтăмăр,  талантлă та пултаруллă çыннăмăр. Чылай çул иртрě пулин те  Пěтěр Хусанкай паян та  асрах, паян та халăх  чěринче.

Чăваш халăх поэтне К.В.Иванов ячěллě Патшалăх тата Çеçпěл Мишши ячěллě премийěсен лауреатне сума суса Елчěк районěнчи Курнавăшри пěтěмěшле пěлӳ паракан   вăтам шкулти чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсем ертсе пынипе тěрлě мероприятисем  пулса иртрěç.

Шкул ачисем Мартышкина А.В. библиотекарь йěркеленě «Манăçми Хусанкай» кěнекесен выставкипе паллашрěç, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине тулли хуравсем илчěç.

Çавăн пекех 7, 11-мěш классенче вěренекенсем «П.П.Хусанкай – чăваш поэзийěн çутă çалтăрě» презентаци пăхрěç, поэт пултарулăхěпе тěплěнрех паллашрěç, унăн вилěмсěр сăввисене вуларěç.

Малалла вунпěрмěшсем «П.Хусанкай - пултаруллă куçаруçă» çавра сěтеле хутшăнчěç, палăртнă темăсемпе пěр-пěрне паллаштарчěç, викторина ыйтăвěсене хуравларěç, паллă поэтăмăр чăваш ятне çӳле çěклессишěн  ырми-канми тăрăшнине палăртса хăварчěç.

П.П.Хусанкай юбилейěпе  çыхăннă мероприятисем  пуриншěн те усăллă иртрěç.