2022 çул - Раççей халăхěсен культура эткерлěхěн çулталăкě. Çак паллă çула халалласа Елчěк районěнчи Курнавăшри пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулта 5-мěш класра «Чăваш енěн паллă çыннисем» ятлă калаçу сехечě иртрě.
Малтанах чăваш чěлхипе литературине вěрентекен Кузнецова Н.М. чăвашран тухнă паллă çынсемпе тěплěн паллаштарчě. Ачасене чăваш халăхне çутта кăларакан, чăваш çырулăхне тăвакан И.Я.Яковлев; паллă тюрколог, чăваш чěлхин 17 томлă словарне тăвакан Н.И.Ашмарин; чăваш литературин классикě, вилěмсěр «Нарспи» поэма авторě К.В.Иванов; чăваш профессиллě театрне тата киновне никěслекен И.С.Максимов-Кошкинский; çулăмлă поэт, хальхи çěнě чăваш поэзине никěслекен Çеçпěл Мишши; паллă архитектор, график, ӳнерçě, Питěр хулинчи «Çуллахи сад» хапхин авторě П.Е.Егоров; хěвелтухăçěнчи халăхсен историне, чěлхине, йăли-йěркине тěпчекен писатель Н,Я.Бичурин; виççěмěш летчик-космонавт, икě хут Совет Союзěн Геройě А.Г.Николаев; Елчěк районěнче çуралса ӳснě паллă ăсчах, Раççейри этнопедагогика ăслăлăхне никěслекен Г.Н.Волков тата чăвашсен пěрремěш олимпиецě, пěрремěш Олимп призерě А.В.Игнатьев çинчен пěлме кăсăклă пулчě.
Пиллěкмěшсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине тулли хуравсем илчěç. Юлашкинчен паллă çынсем çинчен мěн пěлнине çирěплетес тěллевпе кроссворд турěç.
Класс сехечě ачасемшěн усăллă иртрě.