Паллă çынсене халалланă сценарисен конкурсĕ пуçланчĕ

Паллă çынсене халалланă сценарисен конкурсĕ пуçланчĕ

Мухтавлă ентешсене халалланă чăвашла уяв сценарийĕ пуçтарас, тăван чĕлхене, литературине тата культурине аталантарас енпе творчествăллă ĕҫлекен педагогсене тупса палăртас, вĕсен паха опытне сарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ сценарисен «Чăвашла уяв янратăр!» конкурсне ирттерет.

Конкурса хутшăнакансем:

шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче, хушма пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче, професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ организацийĕсенче ĕçлекен педагогсем.

Конкурс номинацийĕсем:

- «Класс сехечĕн сценарийĕ»,

- «Уроксем хыççăнхи мероприятин сценарийĕ».

Конкурс кĕретсĕр (заочно) формăпа иртет.

Конкурса хутшăнакан педагогăн https://forms.gle/ ссылкăпа 2022-мĕш çулхи нарăс (февраль) уйăхĕн 22-мĕшĕччен

 хăй хатĕрленĕ чăвашла ирттермелли мероприяти сценарине тата квитанци ярса памалла.

Титул листне çырмалли йĕркене положенин хушăмĕнче (приложенире) кăтартса панă.

Конкурса йĕркелекенсен адресĕ:

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ (217-мĕш пÿлĕм)

Телефон 8(8352)45-99-96

E-mailchrio4@rchuv.ru ; chrio18@rchuv.ru .

Источник: Сайт ЧРИО