Вулакансем «КУШКĂ ШКУЛĔ 125 ҪУЛТА» кĕнекепе паллашрĕҫ

Авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп  вулавӑшăн вулав залĕнче  Владимир Галошев ӳкернӗ «Кушкӑ шкулӗ 125 ҫулта» фильмӑн тата кӗнекен хаклавӗ иртрĕ. Ӑна Елчӗк районӗнчи Кушкӑ шкулӗ 125 ҫул тултарнине халалланӑ.

Владимир Петрович Галошев – Раҫҫей журналисчӗсен, Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлешӗвӗсен пайташӗ, чӑваш халӑх тӗнчине тӗпчекен нумай-нумай кӗнеке тата фильм авторӗ. Мероприяти яланхиллех пуян программӑпа савӑнтарчӗ. Пирĕн  тӗпелре калем ӑстисем, ҫыравҫӑсем, тавра пӗлӳҫӗсем, ӳнерҫӗсем, вулавăш ĕҫченĕсем пулчĕҫ.

«Кушкӑ шкулӗ 125 ҫулта» фильмпа кӗнеке – автор хӑй ентешӗсене, шкулăн тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ педагогсен коллективне пуç тайса ҫӗкленӗ палӑк. Вулакансем шкулӑн историйӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе тулли кӑмӑлпа паллашрӗҫ. Калас пулать, видеофильма компьютер технологийӗсемпе анлă усӑ курса хатӗрленӗ. Сӑнӳкерчӗксене фильм валли режиссерӑн хӗрӗ Анна тирпейлесе хатӗрленӗ, шкул макетне 3D программăра Александр ывалӗ пурнӑҫланӑ, автор текстне Ольга мӑшăрӗ вуланӑ. Кушкӑ шкулӗн юбилейӗ тӗлне фильм авторӗ пухăннӑ материалпа усă курса ҫавӑн пекех кӗнеке те хатĕрленĕ. Владимир Петрович калашле, çак икĕ калăплав пĕр-пĕрне хушса вăйлатса шкул историне тĕплĕнрех уçса параççĕ. Калăпăр, шкул макетне кĕнекере виçĕ енлĕ пространствора (3D макет) кăтартса пама май çук. Фильмра сăнÿкерчĕк çинчи кашни ачан е педагогăн ятне-шывне палăртма май çук, кĕнекере çакна тума питĕ меллĕ тата ытти те.

Пухӑннисене Владимир Галошев хӑйӗн малаллахи шухӑш-ӗмӗчӗсемпе те паллаштарчӗ, ыйтусем ҫине хуравларӗ. Чӑваш аксакалĕ Валерий Салмин, Иван Иноходов таврапĕлӳҫĕ, Венера Усанова библиотекарь, Людмила Павлова «Единая Россия» Партин вырăнти уйрăмĕн ĕҫ тăвакан комитечĕн ертӳҫи  Владимир Галошев ӗҫӗ питӗ вăхӑтлӑ пулнине,  кĕнеке шкулсенче тӑван ен культурине, историне вӗрентекенсемшĕн ырă тĕслĕх пулнине палӑртрӗҫ. Шкулăн авалхи историне электронлӑ майпа чӗртсе тӑратма пултарнӑшӑн тав сӑмахӗ каларӗҫ.

Мероприятине ертсе пыракан, районти ветерансен Канашĕн ертӳҫи, Людмила Зайцева Владимир Петровича аслă ҫулхи вулакансен ячĕпе Тав ҫырăвĕ парса чыс турĕ. Владимир Петрович яланхилле парнесемпе килнĕ: музей ĕҫтешне Светлана Голубевăна видеокамера, вулавăша ҫĕнĕ кĕнекепе документлă фильм парнелерĕ. Вулавăш ертӳҫин ĕҫĕсене туса пыракан Светлана Сайкина килнĕ хăнасене тав сăмахĕ каласа, Владимир Галошева «Герой Советского Союза В. Беляев 1908-1943» кĕнеке парнелерĕ.  

Кӑҫал, пуш уйăхӗн 10-мӗшӗнче, Владимир Галошев 50 ҫул тултарчӗ. Эпир пултаруллӑ чӑваш ывӑлӗпе чӑннипех те мухтанатпӑр, профессилле ӑсталӑхшăн тата суйласа илнӗ ӗҫре парӑнса ĕçленĕшĕн тав тӑватпар! Ҫирӗп сывлӑх, хавхалану, путарулӑхра пысăк ҫитӗнӳсем тата интереслӗ ҫӗнӗ проектсем пурнӑҫлама сунатпӑр!