Ухсай Яккãвĕн «Тутимĕр» сãвãлла трагедийĕ тãрãх вулав конференцийĕ

    Елчĕк шкулĕнчи 11 класра вĕренекенсемпе Ухсай Яккãвĕн «Тутимĕр» сãвãлла трагедийĕ тãрãх вулав конференцийĕ иртрĕ. Хăйлава тишкернĕ хыççăн поэт халãх шухãш-кãмãлне лайãх ãнланни, унãн пурнãçне пĕлсе  тãни, ку чухнехи чи кирлĕ ыйтусене хускатни палãрчĕ. Трагедире чãваш халãхĕн 20 ĕмĕрти пурнãçне туллин те тĕрĕс кãтартма пултарнã. Вулакансем ãна пысãк хак панã май вãл совет литературин ылтãн фондне кĕрсе юлнã. Вĕренекенсем те сãвãçã талантлã, витĕмлĕ сãнарсем тунине палãртрĕç, чãн пурнãçри пек тĕрĕс çырса кãтартма пултарнине çирĕплетрĕç.