Октябрĕн 26-мĕшĕнче Курнавăш шкулĕнче ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинче çакăн пек ыйтусем пулчĕç: 1.Ачасене санитарипе гигиена нормисене пăхăнса пыма вĕрентесси; 2. Çитĕнекен ăру – пирĕн пуласлăх, вĕсене тĕрĕс çулпа илсе пырасси; 3. Ачасене çĕнĕ стандартпа вĕрентме пуçласа пыни; 4. Ашшĕ-амăшĕсен комитетне çĕнĕрен суйласси.
Пухура районти врач-педиатр Афанасьева Н.А., çул çитмен ачасемпе ĕçлекен милици капитанĕ Егорова Л.Л. тухса калаçрĕç. Надежда Алексеевна ачасене тата аслă ăрури çынсене гриппран вакцинаци тунин лайăх енĕсемпе паллаштарчĕ, гигиена нормисене пăхăнса пыма вĕрентнĕ чухне ашшĕ-амăшĕн мĕн пĕлмелли тата хăйсен мĕнле пулмалли çинче чарăнса тăчĕ. Ачасене право йĕркине вĕрентесси çинчен шкулти историпе право учителĕ Лакачов А.В. паллаштарчĕ. Милици капитанĕ Егорова Л.Л. районта ачасем мĕнле правонарушени туни, ашшĕ-амăшĕсен ачасем тĕрĕс çулпа пыччăр тесен хайсен мĕнле пулмалли, ачасене çирĕп тытмалли çинчен каласа хăварчĕ. Шкулти вĕренÿ системи çĕнĕ стандартпа ĕçлеме пуçласан ачасен, учительсен, ашшĕ-амăшĕсен умне мĕнле çĕнĕлехсем тухса тăни, 1-мĕш классем çĕнĕ стандартпа вĕренсе мĕнле ÿсĕмсем туса пыни çинчен кĕçĕн класс учителĕ Порфирьева Ф.Ю. каласа пачĕ. Тата ытти классем çĕнĕ стандартсемпе мĕнле вĕренсе пынипе, çĕнĕ стандартпа кивĕ стандарт уйрăмлăхĕсемпе директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Николаева Т.В. калаçрĕ. Ашшĕ-амăшĕсен комитетне çĕнĕ çынсене суйларĕç, вĕсем собрани хыççăн заседание пуçтарăнчĕç. Собрани хыççăн ашшĕ-амăшĕсем класс руководителĕсемпе калаçрĕç, тĕрлĕ сĕнÿсем илчĕç.