Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури кафедри шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентессипе çыхăннă ыйтусем тăрăх онлайн-консультаци ирттерчĕ. Унта Елч\кри вётам шкулта вĕрентекенсем те хутшăнчĕç. Ю.М.Виноградов чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене хумхантаракан ыйтусем çине хурав пачĕ. Шкулсенче вĕренÿ кĕнекисем тата методика кăтартăвĕсем çителĕклĕ пулманни, чăваш литературин программи кивĕрех пулни, республика шайĕнче иртекен олимпиада ыйтăвĕсен ытларах пайĕ тăван литературăпа мар,чăваш чĕлхипе пулни ( 10-11 классенче чăваш чĕлхи пачах та вĕренмеççĕ) ытларах шухăшлаттарать вĕрентекенсене. Çавăн пекех чăваш шкулĕн 9 класне пĕтернĕ май чăваш чĕлхипе тытакан экзамен пирки те аса илчĕç, тестри хăш-пĕр улшăнусем çинчен каласа хăварчĕç. Вĕрентекенсене кăçал çĕнĕлле аттестациллессине асăрхаттарчĕç.
Малашне çакăн евĕр онлайн-конференцие кашни уйăхăн виççĕмĕш кĕçнерни кунĕнче ирттерме йышăннă.