Чăваш поэзийěн улăпне халаллласа литература сехечě
Паян уроксем хыççăн пирěн шкулти учительсем пурте Я.Г.Ухсай поэта халалланă литература сехетне хутшăнчěç. Чи малтанах чăваш чěлхипе литературине вěрентекен Осипова О.П. «Чăваш поэзийěн улăпě» ятпа доклад туса пачě. Ун хыççăн поэт сăввисем янăрарěç. Чернова Г.В. «Юратрăм эп, хирсем, сире», Архипова Э.В. «Чăваш чěлхи», Левая Н.А. «Саккун тесен сехре хăпатчě…», Мясникова О.Н. «Карлав аври касмашкăн кайрăм» сăвăсене килěшÿллě сасăпа, чуна тыткăнламалла вуларěç. Вырăс чěлхипе литературине вěрентекен Николаева Г.И. Ухсайăн куçарнă сăввисем çинче чарăнса тăчě, «Мой край» сăввине илемлě вуласа кăтартрě. Итлесе ларакансем Ухсай сăввисене вуласа ÿснине аса илчěç, Левая Н.А. Ухсайран нумай вěренмеллине палăртса хăварчě. Шкул директорě Карчиков В.В. Ухсай чăваш халăхěн пысăк поэчě пулса тăни çинчен каларě. Юлашкинчен пурте пěр шухăшлă пулса поэт пурнăçěпе пултарулăхне халалланă класс сехечěсем кашни класра ирттерсен лайăх пулассине пěлтерчěç.