Энтепе каччи- Я.Г.Ухсайăн тусĕ

            Я.Г.Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Михеева А.Н. «Энтепе каччи- Я.Г.Ухсайăн тусĕ» ятпа класс тулашĕнчи ĕç ирттерчĕ. Ку мероприятие хатĕрленнĕ çĕрте уйрăмах Сергеева М., Гаврилова Р., Михеев В., Михеева Л,. Данилов Д., Федорова Т., Ясков Р., Мальцев С. пысăк пултарулăх кăтартрĕç. Сергеева Марина хăйĕн мăн кукашшĕ çинчен каласа панине пурте тимлĕ итлерĕç.

            Я.Г.Ухсай Энтепе çыннине, Фролов Н.Т., çывăх пĕлнĕ, ун çинчен хăйĕн поэминче те çырнă. Вăрçă пĕтсен те вĕсем пĕр-пĕринпе çыхăну тытнă. Шупашкар хулинчен Афалек Энтепе поэтран та сахал мар салам каласа янă.