Пĕрлехи информаци кунĕ – Чǎваш Тǎрǎм шкулĕнче

                        Пĕрлехи информаци кунĕ – Чǎваш Тǎрǎм шкулĕнче.

 

  Паян Чǎваш Тǎрǎм шкулĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унта Чǎваш Республикин  Патшалǎх Канашĕн депутачĕ, Чǎваш патшалǎх университечĕн проректорĕ Викторов О.Н., «Агролизинг»  ертÿçи Ласточкин А.П., районти администрацин культура пайĕн заведующийĕ Александрова А.А., Аслǎ Таяпа ял тǎрǎхĕн пуçлǎхĕ Скворцов А.В. пулчĕç. Вĕсем шкул ĕçченĕсемпе, вĕренекенсемпе уйрǎммǎн тĕл пулса калаçрĕç, ыйтусене хуравларĕç. Ытларах информаци ушкǎнĕ ача-пǎча пособийĕ парасси, «Чǎваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята камсем тивĕçме пултарасси, социаллǎ çǎмǎллǎхсем тивĕçтерессинче сиксе тухакан ыйтусем çинче чарǎнса тǎчĕç.

  О.Н.Викторов вĕренекенсене сывǎ пурнǎç йĕркине тытса пымалли çинчен тепĕр хут асǎрхаттарчĕ. Ирхи зарядка тǎвасси, спортпа туслǎ пуласси – кашни ачан тивĕçĕ.

  Пушǎ алǎпа килмен вĕсем. Олег Николаевич шкул библиотекине кĕçĕн класс ачисем валли илемлĕ литература парнелерĕ тата грипран вакцинаци тума эмелсем парса хǎварчĕ.

  Шкул директорĕ Малов В.В. вĕсене тав турĕ, малашне те çакǎн пек аякра вырнаçнǎ ялсене килсе çÿреме сĕнчĕ.