ПППМБУ «Елчĕкри пĕтĕмĕшле пелÿ паракан вãтам шкулта» Яков Гаврилович Ухсай çуралнãранпа 100 çул çитнине халалланã уйãхлãх уçãлчĕ. Юпа уйãхĕн 17-мĕшĕнче Валентина Владимировна Федорова – библиотекарь, Ухсай пултарулãхĕ тãрãх «Ялан пирĕнпе» ятпа кĕнеке куравĕ йĕркелерĕ. Вĕрентекенсем унãн паллãрах çак кĕнекисемпе паллашрĕç:Ту урлã çул» – поэма, «Тутимĕр» – трагедийĕ, «Яков Ухсай çырнисен пуххи», «Кĕлтук мучи» – сãвãлла поэма.
Вĕрентекенсем поэт пултарулãхĕнче тĕп проблемãсемпе паллашрĕç – ял ĕçченĕсен терчĕ – савãнãçĕ, халãх историйĕ, вãрçã кÿнĕ шарпа аслã Çĕнтерÿ, тãван тавралãх илемĕ, чãвашсен социаллã пурнãçĕ интереслентернĕ мĕн поэта.
