Яков Ухсай – чăваш халăхне чапа кăларакан

Яков Гаврилович Ухсай – чăваш халăхĕн таса чунлă, вичкĕн ăслă ывăлĕ, Чăваш халăх поэчĕ (1950), Чăваш Республикин ÿнер тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1945), Чăваш Республикин К.В. Иванов ячĕллĕ патшалăх премийĕн (1971) тата Раççей Федерацийĕн М. Горький ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреачĕ (1972), Хисеплĕ çилçунатçă (1977), Чăваш Республикин Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăх Кĕнекин сăпачĕ (1984), Тăван Çĕршыв вăрçин 1-мĕшпе 2-мĕш пусăмлă орденĕсен, «Хисеп палли», Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Октябрь Революцийĕн тата Ленин орденĕсен кавалерĕ; талантлă сăвăç, драматург, куçаруçă, публицист, вĕрентÿçĕ, тĕпчевçĕ, хăй пурăннă чухне тухнă 52 кĕнеке авторĕ, Тăван Çĕршыв аслă вăрçин (1941 -1945) салтакĕ, Чăваш Республикинче йĕркеленнĕ 141-мĕш дивизипе тата Кантемировка танк çарĕпе пĕрле Европăн çур пайне утса тухнă хаçатçă.

Вăл çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа +утк\л.нчи п.т.м.шле п.л\ паракан

 шкулта «Яков Ухсай – чăваш халăхне чапа кăларакан» кĕнеке выставки ĕçлеме пуçларĕ. Шкул ачисем поэт пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллашрĕç.