«Çурхи кун çулталăк тăрантарать,»- тенĕ ваттисем. Çуркунне акнă çимĕçе çитĕнтерес ĕçре çавĕпех тăрăшрĕç Энтепери пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем. Кĕрхи кун ĕçченлĕхе тĕрĕслет. Пахча çимĕç ăнса пулчĕ. Авăн уйăхĕн 29- мĕшĕнче 5-9 классенче вĕренекенсем çанă тавăрсах ĕçе пуçăнчĕç. Пурте тăрăшса ĕçленĕрен ĕçе часах вĕçлерĕç. Хĕрлĕ чĕкĕнтĕре, кишĕре пÿлмене хыврĕç.