Я.Г. Ухсайăн пултарулăхĕ чăннипех те пуян, нумай енлĕ. Вăл литературăн пур жанрĕнче те – лирикăра та, драматургипе прозăра та, публицистикăпа критикăра та – ăнăçлă ĕçленĕ, 60 ытла кĕнеке авторĕ. Унăн сăввисемпе поэмисем, очеркĕсемпе романĕсем халăх пурнăçĕн пысăк тапхăрĕсене тĕрĕс çутатса параççĕ.
«Елчĕк ен» хаçат редакцийĕпе районти тĕп библиотека «Ухсай Яккăвне – пĕр ĕмĕр» ятпа викторина ирттереççĕ. Энтепери пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти Веникова Г.В. вĕрентекен ертсе пыракан «Ăсталăх» кружок членĕсем çак викторинăна хутшăнма кăмăл турĕç. Садовникова Е.В. библиотекарь ачасене поэт çинчен материалсем тупма пулăшать.