Ватăсене сума сăвакан çын яланах телей курать

Ваттисен кунĕ çывхарса пырать. Ватăсене сума сăвакан çын яланах телей курать теççĕ.

       Хăвăлçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ  паракан тĕп  шкул ачисем ялти ватăсене, ĕç тата вăрçă ветеранĕсене пулăшассине йăлана кĕртнĕ. Вутă кĕртмелле-и, пахча çимĕçне пуçтармалла–и-  вĕсем яланах хастар хутшăнаççĕ. Паян та,авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче, 7-мĕш класс ачисем Левая Ирина аппа патĕнче

пулчĕç. Вăл ачасене питĕ тарават кĕтсе илче, вутă купаламалли çинчен пĕлтерчĕ. Шкул ачисем ĕçе хаваспа пикенсе ăна вĕçне çитерчĕç.Ват çын пулăшакансене чĕререн тав турĕ.