Ан пултăр вăрçă çĕр çинче!

Ан пултăр вăрçă çĕр çинче! Çакăн пек темăпа иртрĕ Кармалти пуçламăш классенче Пĕлÿ кунĕнче пĕрремĕш урок.

Ачасем Кармалпа Элпуç ялĕсенчи вăрçа тухса кайнă салтаксен паттăрлăхĕпе, вĕсем çырнă виçкĕтеслĕ çырусемпе паллашрĕç. Вăрçă вучĕ витĕр Финляндинчен тăван ялне ĕне çавăтса илсе çитернĕ А.И.Бобылева тыл ĕçченĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Вăрçă -  хăрушă, тискер пулăм иккенне пурте ăнланчĕç.

2004-мĕш çулхи авăнăн 1-3-мĕшĕсенче Беслан хулинчи трагеди вăхăтĕнче вилнĕ ачасене аса илсе шăплăх минучĕ иртрĕ.

Юлашкинчен  вĕренекенсем хутран мир кăвакарчăнĕсем касса кăларчĕç, пурте пĕрле «Яланах пултăр мир» плакат ăсталарĕç.