«Тантăш» хаçатăн черетлĕ 28-меш номерĕ вулакансем патне çитрĕ. 3-мĕш страницăра Луиза Васильеван «Амăрту вĕçленсен…» (сăмах «Зарница» тата «Орленок» вăйăсем вĕçленни пирки пырать) тĕрленчĕкĕ пичетленнĕ. Кунта пирĕн ачасен шухăш-кăмăлĕ çинчен вуласа пĕлме пулать. Сăн ÿкерчĕк çинче – Лида Юркова тата Аня Митрофанова киле пуçтарăннă самант.