Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленетпĕр

Хăвăлçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта  çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленес ĕç хĕрÿ пырать.Ĕçпе тивĕçтерекен центр çумĕнче йĕркеленĕ ĕç лагерьне çÿрекен ачасем   хăйсене лайăх енчен кăтартаççĕ.Алякин Денис, Вишневский Артур, Трофимов Владик, Алексеева Светлана кирек мĕнле ĕçрен те пăрăнса тăмаççĕ: йăрансене çум курăкĕнчен тасатма  та, территорине тирпей- илем кÿртме те ÿркенмеççĕ.  Ачасем  утă уйăхĕ вĕçĕчченех шкулти ытти ĕçсене пурнăçлама хутшăнма кăмăл тунă.