Укерчĕксен конкурсĕ « Телейлĕ ачалăх»

Укерчĕксен конкурсĕ « Телейлĕ  ачалăх»

Хăвăлçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çумĕнче « Йăл  кулă» лагерь ĕçлет. Планпа килĕшÿллĕн çĕртме уйăхĕн 3 –мĕшĕнче   « Телейлĕ  ачалăх» ÿкерчĕксен конкурсĕ пулса иртрĕ. Ачасем хăйсен ĕçĕсенче  туслă пурнăçа сăнласа пама  тăрăшнă. Янкăр тÿпе, сарă хĕвел, уй-хир тулли   илемлĕ чечек – телейлĕ ачалăхăн паллисем. Конкурс çĕнтерÿçисем  Хисеп хучĕсем  илме тивĕçлĕ пулчĕç.

 

         Яланах хĕвел пултăр,

         Яланах тÿпе пултăр,

         Яланах анне пултăр,

          Яланах эп пулам!