Тăван тавралăхăн ытарайми вырăнĕсем

Çулсеренех ешерсе, илемленсе, аталанса пыракан Елчĕк ен тăрăхĕнче çут çанталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те кичем мар. Елчĕк тăрăхĕнчи историллĕ паллă вырăнсенче пушшех те илемлĕ, канлĕ. Районти историпе тăван тавралăх халăх музейĕн ĕçченĕсем шкул ачисем валли таврари историллĕ вырăнсене çитсе курма, вĕсем çинчен тĕплĕнрех пĕлме автобуслă экскурсисем йĕркелесе яни питех те пархатарлă ĕç. Пирĕн пулас ăрăва çуралса ỹснĕ тăван енĕн паллă вырăнĕсем çинчен пĕлме питех те кăсăклă. Акă, Хăвăлçырмари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулти ачасене, çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче йĕркеленĕ автобусла экскурси питех те кăмăллă пулчĕ. Р.Р.Карсакова ертсе пыракан шкул ачисене экскурси нумай çĕннине пĕлме пулăшрĕ. Тĕрлĕрен вăйă выляса, конкурс ирттерни экскурсие нумай пуянлатрĕ. Çĕнтерỹçĕсене парнесем парса хавхалантарни ачасене савăнăç кỹчĕ. Чылай вăхăта асра юлмалли экскурси шкул ачисене пурне те килĕшрĕ. Патреккел çăл куçĕ, Аслă Таяпари хулаш вырăнĕ, Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕ -çакăн пек маршрутпа иртнĕ экскурси пурне те хавхалану кỹчĕ.