«Ача сачĕ, сывă пул!» уява Энтепери пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çумĕнчи
«Малышки» ача садне çÿрекенсем тахçанах кĕтеççĕ. Акă çитрĕ те кĕтнĕ кун. Майăн 27- мĕшĕнче тулли кăмăлпа пуçтарăнчĕç ача садне. Капăр тумланнă ачасем çине пăхсан чун савăнать. Ашшĕ-амăшĕсем , кĕçĕн классенче вĕренекенсем, шкул ĕçченĕсем куç илмесĕр пăхаççĕ вĕсем çине. Кăçал 4 ача садикпа сывпуллашать. Вĕсем пурте сăввисене, юррисене питĕ лайăх вĕреннĕ. Ташшисене те ытармалла мар ташларĕç.