Çу уйăхĕ уявсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри, мăнаçлă çĕршывăмăрăн мухтавлă ывăлĕ-хĕрĕ хăйĕн паттăрлăхĕпе, пурнăçĕпе, юнĕпе çĕнсе илни- Çĕнтерÿ кунĕ. Шăпах 66 çул каялла, 1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче килнĕ вăл пирĕн çĕр çине. Эпир уншăш хамăрăн аттесемпе аннесем, пиччесемпе аппасем, çав вăхăтра çапăçу хирĕнче юн тăкнă тата тылра ырми-канми вăй хунă кашни çын умĕнче парăмра.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 66 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă митинга шкул коллективĕ активлă хутшăнчĕ. Çуткÿлти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕн çумĕ, истори учителĕ Рада Викторовна Федорова пухăннисем умĕнче доклад туса пачĕ. Хăй сăмахĕнче вăл Çуткÿлпе Вырăскасси ялĕсенчен 300 ытла çын çак вăрçа хутшăннине пĕлтерчĕ. Вĕсен хушшинче пĕр хĕрарăм – Мария Ивановна Кузнецова. Вăл арçынсемпе тан хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр çĕнтерĕве çывхартас тесе тăрăшнă.
Çавăн пекех ветерансене Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.И.Кузьмин, шкул директорĕ Е.И.Никифорова, ял старости Н.С.Кириллов тата ыттисем саламларĕç. Шкул ачисем сăвăсем каларĕç, вăрçă участникĕсене тата салтак арăмĕсене хăйсен аллипе тунă парнесем, чечексемпе шарсем парнелерĕç. Юнармеецсен парачĕ уява илем кÿчĕ.
Вăрçă участникĕсем икĕ ялта нумай юлман. Митинга Çуткÿлтен Софрон Васильевич Васильев, Николай Терентьевич Сидоров килме пултарнă. Мария Ивановна Кузнецова, Михаил Ксенофонтович Федотов хулари ачисем патĕнче пурăнаççĕ.
«Патшалăх пире питĕ лайăх пăхать, тепĕр çул та Çĕнтерÿ кунне уявлама хутшăнасчĕ-ха», - терĕ С.В.Васильев уявпа кăмăллă пулнине пĕлтерсе.