Чǎваш халǎхĕн поэчĕ Я.Г.Ухсай çуралнǎранпа 100 çул çитнине халалласа Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекенсем кашни класрах поэт пурнǎçĕпе пултарулǎхĕ çинчен доклад туса пачĕç. Пурте тимлĕн тата кǎмǎллǎн итлесе ларчĕç. Çĕре, ял ĕçченĕсене хисеплекен поэт уйрǎмах ял ачисене çывǎх. Чǎваш чĕлхипе литература эрнинче тата ÿкерчĕксен конкурсĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Казаков Саша малти вырǎна тухрĕ. Вǎл И.Я.Яковлев сǎнне ǎнǎçлǎ ÿкернĕ.