Тавралăха тирпей – илем кĕртмелли кун

Ака уйăхĕн 29 – мĕшĕнче Хăвăлçырмари пĕтĕмĕшле пĕлу паракан тĕп шкул ĕçченĕсем  тата кунта вĕренекен  ачасем район пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн  тавралăха тирпей – илем кĕртмелли куна хутшăнса  шкул тата çывăхра вырнаçнă территорине хĕлĕпе пуçтарăннă тасамарлăхран тасатас енĕпе нумай ĕç туса ирттерчĕç.

Чи малтанах шкул директорĕ Ловкин Г.П. тирпей илем шкулта çеç мар, килте те, урамра та, анкарти хыçĕнче те пулмалли çинчен каларĕ, пурне те çак куна активлă хутшăнма сунчĕ.

Шкул территорине тĕрлĕ çÿп- çапран тасатрĕç, йывăçсене чавса кăпкалатрĕç, хăрнă туратсене касса тирпейлерĕç. Ачасен пĕр ушкăнĕ Çĕнтерĕве 65 çула халалласа лартнă паркри хăрнă йывăçсене çĕнетме çывăхри вăрмана йывăç кăларма кайрĕ. Шкул территорийĕн сăн -сăпачĕ палăрмаллах тирпейленчĕ тата илемленчĕ.

 

Сăнÿкерчĕк пуххи