Драмкружок членĕсен пултарулǎхĕ

Ака уйǎхĕн 26-мĕшĕнче Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнче вĕренекен драмкружок членĕсем хǎйсен репертуарĕнчен чǎваш пьесисене лартса пачĕç. Çамрǎк артистсем В.Енĕшĕн «Икĕ вĕçлĕ кǎранташ» тата «Ăнǎçу сунса», Н.Айзманǎн «Шикли шикленнĕ, кĕрĕкне пĕркеннĕ», В.Самойловǎн «Мĕн тǎватпǎр эпир» хайлавĕсем, А. Кǎлканǎн «Хǎравçǎ мулкач» юптарǎвĕ тǎрǎх хатĕрленĕ спектаклĕсене кǎтартрĕç. Куракансем, шкул ачисем, кǎмǎллǎ юлчĕç, час саланасшǎн пулмарĕç.