Хăвăлçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта « Тăван чĕлхе-чăваш чĕлхи» мультимедийлă презентацисен конкурсĕ пулса иртрĕ.6-9 мĕш классенече вĕренекенсем ятарлă тема суйласа илсе кашни вĕренекен уйрăм презентаци хатĕрленĕ.Чăвашсен кун-çулĕ, символикисем,тĕпчевçисем çинчен çутатса пама тăрăшнă вĕренекенсем хăйсен ĕçĕсенче. Конкурс çĕнтерÿçи 7-мĕш класра вĕренекен Суркова Саша пулса тăчĕ. 2-мĕш вырăнта Волкова Снежаннăпа Симаков Андрей, 3-мĕш вырăнта Суркова Антонинăпа Трофимов Владислав тесе палăртрĕç жюри членĕсем.