Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхи эрнин ĕç планĕпе килĕшÿллĕн 5-7-мĕш классенче «Тăван чĕлхепе литературине пĕлетĕн-и?», 8-9-мĕш классенче «Аслă Вĕрентекенĕмĕр» викторинăсем ирттернĕ, çавăн пекех «Манăн пурнăç» («Моя жизнь. Воспоминания») кĕнекепе паллашнă
Аслă вĕрентекенĕмĕр
Писатель биографине пĕлетĕр-и?
- И.Я.Яковлев хăçан тата ăçта çуралнă?
- Тăлăх Иванăн ачалăхĕ ăçта иртнĕ?
- И.Яковлев Чĕмпĕрте ăçта-ăçта вĕреннĕ?
- И.Яковлев ăçтан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă?
- И.Яковлева чăваш ачисене Чĕмпĕре пухса вĕрентме камсем пулăшнă?
- Яковлев Хусан университечĕн хăш факультетĕнчевĕреннĕ?
- Университетра вĕреннĕ хушăрах вăл мĕнле паллă ĕçсем тунă?
- И.Яковлев букварĕн малтанхи кăларăмĕ хăçен пичетленсе тухнă?
- Университет хыççăн И.Яковлев мĕнле ĕçре ĕçленĕ?
- И.Яковлев, чăваш литературине аталантарас тесе, 1908 çулта мĕнле кĕнеке пичетлесе кăларнă?
- И.Яковлев хăй çырнă хайлавсемпе куçарусем мĕнле кĕнекене кĕнекене кĕнĕ?
- Мĕншĕн И.Яковлев хăй е юлташĕсем çырнă, вырăсларан чăвашла куçарнă хайлавсене халăх сăмахлăхне çывăхлатма тăрăшнă?
- Йывăр самантсенче И.Яковлева кам пулăшнă?
- И.Я.Яковлев миçемĕш çулта, ăçта вилнĕ? Ăна ăçта пытарнă?
- Калавсем çырма, вырăсларан куçарма, вĕсене чăвашлатма И.Яковлева камсем ытларах пулăшнă?
- И.Яковлевпа унăн юлташĕсем вырăс писателĕсенчен камăн хайлавĕсене чăвашла куçарнă?
- Хальхи художниксенчен кам-кам И.Я.Яковлев хайлавĕсене ўкерчĕксемпе илемлетнĕ?
- И.Я.Яковлев çырнă произведенисене кам вырăсла куçарнă?
- «И.Н.Ульяновпа И.Я.Яковлев чăваш шкулĕнче» картинăна кам ўкернĕ?
- И.Я.Яковлева чысласа ăçта палăк лартнă?
Çак ваттисен сăмахĕсене И.Яковлевăн мĕнле калавĕсенчен илнĕ?
1. Аптранă кăвакал кутăн чăмнă тет?
2. «Вăрă çинче çĕлĕкĕ çунать.
3. «Пĕрре улталăн, иккĕ те улталăн, виççĕмĕшĕнче макăрăн».
4. «Пырна пула пуçна çийĕн…».
5. «Çăкăр-тăвар хире-хирĕç…».
6. «Ватта пăхакан выçă çўремен…».
7. «Çын аллинчи кукăль пысăккăн курăнать, тет».
8. «Ĕçлесе çисен, çăкăр та тутлă, тăрансан, пыл та йўçĕ».
9. «Нумай пĕтĕ, сахал çитĕ, пĕрле пурăннине мĕн çитĕ?».
10. «Нумая хапсăнсасccăн, нимсĕр тăрса юлăн».
11. «Ĕç патĕнче вылямаççĕ, апла ĕç юлать».
12. «Нумая хапсăнса, сахала алăран яракан ухмах вăл».
13. «Калласса пĕр тĕрлĕ калаççĕ те тăвасса урăх тĕрлĕ тăваççĕ…».
14. «…Ху урăнти çăпату та хăратнă сана».
15. «…тавлашса виçĕ кун ирттернĕ, тет».
Çак тупмалли юмахсене И.Я.Яковлевăн мĕнле калавĕсенчен илнĕ?
- «Киккирикки пысăк, тĕклĕ ураллă, качи вăрăм».
- «Çулла вăрманта чĕпĕ кăларать, ялтан çăмарта вăрласа кайса чĕпписене тăрантарать».
- «…П-и-ч-ч-е-п-ĕ-ч-ч-е-н», - калаççĕ, тет».
- «Тап-тап тапă ейне кĕрех кайăп».
- «Ăна курасшăн ан çун, вăл часах ĕнсе çине килсе тиенĕ».
- «…пăхма анчах илемлĕ.., çи-ха ăна, çăварна пĕр шăл та хăвармĕ».
Çак йĕркесене И.Я.Яковлевăн мĕнле калавĕсенчен илнĕ?
1 «Çыха пĕлмесĕр, çиппине пĕтĕмпех чăлхантарса пĕтертĕм».
2 «Хакне-мĕнне пĕлмерĕм, аллă пус патăм».
3 «Как быть, Каринке? Епле тăвас, Емелкке?».
4 «Лаши çине утланчĕ, тет, те савăнса чуптара пачĕ, тет, килне».
5 «Манăн пуçа кĕлет пĕрени çумне шан! тутарса хăварчĕ».
6 «Вырăс, тутар, чăваш – пурте тăван».