Чǎваш чĕлхи кунне халалланǎ литература каçĕ

     Ака уйǎхĕн 25-мĕшĕ – И.Я.Яковлев патриархǎмǎрǎн çуралнǎ кунĕ (çĕнĕ стильпе). Çак куна халалласа Кивĕ Эйпеçри тĕп шкулта литература каçĕ иртрĕ. Чи малтанах шкулта чǎваш чĕлхипе литература предмечĕсене  вĕрентекен чǎваш халǎхне чǎваш çырулǎхне парнеленĕ Улǎпǎмǎрǎн пурнǎçĕпе пултарулǎхĕ çинчен каласа пачĕ. Ун хыççǎн ачасем сǎвǎсем вуларĕç, чǎвашла юрǎсем юрларĕç, чǎваш писателĕсен произведенийĕсем тǎрǎх хатĕрленĕ сценкǎсемпе паллаштарчĕç. Шкул библиотекинче И.Я.Яковлев кĕнекисем тǎрǎх В.В.Фёдорова курав йĕркелерĕ.