Чăваш чěлхине аталантарас тěлěшпе иртнě тěл пулу

   Патреккелти пěтěмěшле пěлў паракан тěп шкулта ака уйăхěн 23 – мěшěнче хăнара пирěн ентеш, Чăваш Республикинчи ÿнерçěсен союзěн членě Галошев Владимир Петрович пулчě. Шкулти ěçченсемпе вěренекенсене вăл хăйěн автобиографийěпе, ěçри пултарулăхěпе паллаштарчě. Залра пухăннисем Владимир Петровичăн «Пирěн несěлсен тěнче курăмě» тата ытти ěçсен презентацине пăхрěç. Пурте те автор хатěрленě ěç килěшнине пěлтерчěç. Малалла Владимир Петрович пултаруллăх ěçне Патреккелсемпе пěрле те тума май пурри çинчен, пěрле сценарисем хатěрлесе кинофильм ÿкерттерме  май пурри çинчен пěлтерчě. Килнě хăна асăнмалăх шкула дисксем парнелерě, ачасене чăваш хаçат-журналěсемпе тачă çыхăнура пулма хистерě, вěренÿре пысăк çитěнÿсем тума сунчě.