Хăть мĕнле саманара та ачасене пĕр ушкăна, пĕр йыша пуçтарса тăракан, интересĕсене хÿтĕлекен, канăвне йĕркелекен пĕрлĕх е пĕрлешÿ пулнах. Кунта ачасем ушкăнпа ĕçлеççĕ, канаççĕ, вĕренеççĕ, пĕр-пĕринпе хутшăнаççĕ.
Сирĕклĕ Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен ачасем «Сунатлă çамрăклăх» пĕрлĕхе чăмăртаннă. Паян асăннă пĕрлĕхĕн йышĕ тата та ÿсрĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх паян, чăваш чĕлхи кунĕ, пĕрремĕш класра вĕренекенсене «Сентти» ушкăна илтĕмĕр. Пĕрремĕшсем «Сенттисен» пилĕсемпе, пурнăç йĕркипе, сĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç. «Сентти» ушкăна кĕнĕ май, ачасем лайăх вĕренме, сăпайлă пулма, ватă çынсене пулăшма, сывлăха çирĕплетме, Чăваш çĕр-шывне тата Раççее юратма сăмах пачĕç, панă сăмаха тытма юлташĕсем умĕнче тупа турĕç. 5-мĕшĕнче вĕренекен юлташĕсем ачасен кăкăрĕсем çине эмблемăсем çакса ячĕç. Пĕрремĕшсене уяв ячĕпе 3-мĕшсем юрăпа саламларĕç. Самрăк «Сенттисем» хăйсем те парăмра юлмарĕç. Вĕсем шкулта «Асанне тĕррисем» ятпа курав йĕркелерĕç. Курав йĕркелеме вĕсене асламăшĕсем пулăшрĕç, ĕлĕкхи алă ĕçĕсемпе тивĕçтерчĕç.
Асăннă уяв ачасемшĕн ĕмĕрлĕхех асра юласса шансах тăратпăр.